Myvideo

Guest

Login

Чваш Енре Сири кунсем

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

«Туслăх – тĕнчере чи хакли», – теççĕ халăхра. Чăнах та, туслă пулсан кирек мĕнлĕ ĕçе пурнăçлама та, тăшмана парăнтарма та пулать. Чăваш Енре 128 тĕрлĕ халăх туслă пурăнать. Кашниех хăйĕн уявне паллă тăвать. Паян республикăри халăхсен туслăх çуртĕнче Сири культурин кунĕ иртрĕ. Уяв чăваш ташшинчен пуçланчĕ. Чăваш тата Сири халăхĕсем туслă пурăнаççĕ. Иртнĕ çулта республикăри халăхсен туслăх çуртĕнче Сири культура центрĕ хута кайнă. Чăваш Енре Сиринчен килнĕ 140 çын пурăнать. Вĕсенчен ытларахăшĕ кунта аслă пĕлӳ илме килнĕ. Вĕренсе тухсан чылайăшĕ кунтах юлнă, ĕçе вырнаçнă, çемье çавăрнă. Хăшĕ-пĕри чăваш хĕрĕсене качча илнĕ. Картинăсенче Сири Республикин çутçанталăкне, халăхне, вĕсен кăмăл-туйăмне сăналанă. Уявра ал ĕç ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕпе, сири халăхĕн историпе йăли йĕркисемпе паллашма маай пулчĕ. Апат-çимĕçне вара тутанса та пăхрĕç. Çак уявсем халăхсен хушшинчи туслăха тата та çирĕплетесс шанаççĕ кунта пухăннисем. Алексей Зотиков, Ольга Артемьева, Георгий Кривошеин

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later