Myvideo

Guest

Login

Савнл ирт

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Республика кунне паллă тума Чăваш Ен туллин хатĕрленет. Тĕп ĕç-пуç çĕртме уйăхĕн 21-24-мĕшĕсенче иртет. Куславкка тăрăхĕнчи «Чĕмсĕр чикĕ çĕклекенсене» астăвăм комплексĕнче çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче 18:00 сехетре «Асăну çурти» акци йĕркелеççĕ. Чăваш патшалăх филармони артисĕсем Мемориалта пĕчĕк концерт кăтартĕç. Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 21-25-мĕшĕсенче «Культурăсен калаçăвĕ» Раççейри çамрăксен нацисен хушшинчи лагерь иртмелле. Унта çĕршыври 21 регионти яшсемпе хĕрсем хутшăнĕç. Тĕрлĕ вĕренӳ, ăсталăх лаççисем, тĕл пулусем пулĕç. Çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче «Раççей çăл куçĕсем» халăх пултарулăхĕн 31-мĕш фестивальне йĕркелĕç. Унта Раҫҫейӗн 13 регионӗнчи 14 пултарулӑх коллективӗ, пурӗ 200 ытла çын хутшӑнӗ. Фестивале Владимир, Иваново, Мускав, Чулхула, Омск, Свердлов, Тверь, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Краснодар тăрăхĕнчи, Пушкӑрт республикинчи, Марий Элти, Тутарстанри артистсем килсе ҫитӗҫ. Чӑваш Енрен фестивале 4 коллектив хутшӑнӗ. Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕнче «Юмахсен каруселĕ» тата «Пурте пĕр пек пулма кирлĕ мар» фестивальсем уçăлĕç. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Акатуй» уяв иртĕ, «Эпĕ – хĕрарăм» республика конкурсне пĕтĕмлетĕç, çамрăксен кунне халалланă уявсем иртмелле.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later