Myvideo

Guest

Login

н шкул хпартлантарать

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Республикăри пĕлӳ çурчĕсенче юсав ĕçĕсене пурнăçласси çуллахи вăхăтра хĕрӳ пырать. Чӑваш Енре ял шкулӗсем хуларисенчен уйрӑлса ан тӑччӑр тесе май килнӗ таран пурне те тӑваҫҫӗ – «Ӳсĕм лапамĕ» вĕренӳ центрĕсене уҫаҫҫӗ, пурлӑхпа техника никӗсне ҫӗнетеççĕ, вĕренӳ учрежденийĕсене тӗпрен юсаҫҫӗ. 2022-2023-мĕш ҫулсенче Чăваш Республикинчи шкулсене тĕпрен юсама 3 миллиард тенке яхăн уйăрнă, вăл укҫапа 31 шкула ҫĕнетеççĕ. Пĕтĕмпе республикăри 17 муниципалитетри вĕренӳ объекчĕсем тĕпрен ҫĕнетеççĕ. Чӑваш Ен вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров Йӗпреҫ муниципалитет округӗн Пысăк Упакассинчи тата Шупашкар тăрăхĕнчи Çĕньял шкулĕсенче юсав ӗҫӗсем мӗнле пынине тӗрӗслерӗ. Çитес вĕренӳ çулĕнче Пысăк Упакассинчи çĕнетнĕ шкулăн партти хушшине 70 ача ларма хатĕрленет, пĕтĕмĕшле пĕлӳ илме 4 ялтан çӳреççĕ. Ачасене шкул автобусĕ турттарать. Çак юсанă шкултах – шкул çулне çитменнисем валли 30 шăпăрлан çӳремелĕх ача пахчи. Кĕтнĕ çĕнĕлĕх – асăннă шкулта «Ӳсĕм лапамĕ» пӳлмалла. СВЕТЛАНА ВАСИЛЬЕВА: «Шкула 1977 çулта тунă. Унтанпа кашни çул кăштахшар кăна сăрласа тăнă, ремонт тукаланă. Тĕп ремонт пулман пирĕн. Çак ремонта эпир тахçанах кĕтнĕ. Ашшĕ-амăшĕ те, ачисем те, учительсем те питĕ кĕтсе тăраттăмăрччĕ. Питĕ хавас «УютСтрой» организаци ремонт тунипе эпир. Вăхăтра пĕтĕм ĕçсене туса пырать, мĕн ыйтнине тума тăрăшать. Çĕнĕ вĕренӳ çулне хаваспах кĕтсе тăратпăр». Юхăннă шкула юсакан организаци ĕçсене вĕçленипе танах ĕнтĕ. Панă сăмаха пурнăçлас тĕллевпе кулленех кунта 50 çынна яхăн ĕçлет. АЛЕКСЕЙ ВАСИЛЬЕВ: «Шкул тăррине ремонт турăмăр. Кантăксене улăштартăмăр. Йывăç урайсене салатса, утеплять туса, плитка хутăмăр. Плитка, линолеум классенче. Канализаци, водопровод. Çак проект хакĕ 68 миллион тенкĕ“. Шупашкар тăрăхĕнче те хĕрӳ тапхăр. Пурĕ ку округра 3 шкул юсанать. НИКОЛАЙ ХОРАСЕВ: «Подрядчиксем ĕлкĕрсе пыраççĕ. Синьялта 70% тунă. Çынсем савăнаççĕ. ашшĕ-амăшсем кирлĕ теççĕ кун пек ремонт. Малтанхипе танлаштарсан, танлаштарма май çук тесе каламалла. Халь шкулне пăхсан классем мĕнле çутă, хитре. Тĕрлĕ краскăсемпе сăрланă. 2024-25 мĕш çулсем валли тепĕр 7 шкул проектсем пур, экспертиза тухнă. Çак программăпа пире укçа лекессе питĕ кĕтетпĕр. Ремонт туса пĕтеретпĕр тесе шутлатпăр». Кунта ачасем вĕреннине пула ĕçсем планран уйăх çурă каярах пуçланнă, çавăнпа та кăшт тăсăлса кайнă. Чи савăнтараканни – авăн уйăхĕнче шкул ачисем хăтлă пĕлӳ çуртне килеççех, строительсем те кунта çĕрĕпе ĕçлеççĕ. ОЛЕГ ИВАНОВ: «Ĕлкĕрсе пыратпăр. Отопленине туса пĕтернĕ. Проводасене пĕтĕмпех тунă. Иккĕмĕш хутра пĕтĕмпех хатĕр. Виççĕмĕш хута сăрласа тухнă пĕрремĕш хут. Иккĕмĕш хута сăрлама пуçланă. Пĕрремĕш хутра отделка пырать. Çакăнта пищеблока çитрĕмĕр». Федераци хыснинчен куçакан укçа-тенке вĕренӳ тытăмĕнче вырăнлă усă курни пурне те савăнтарать. Юсаса çĕнетнĕ шкулта пĕлÿ илме кăмăллă-çке.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later