Myvideo

Guest

Login

Театрсен фестивал улч

Uploaded By: Myvideo
15 views
0
0 votes
0

Чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа 17-мĕшĕччен Чăваш Енре «СеспельФЕСТ» фестиваль иртет. Ăна кăçал 7-мĕш хут йĕркелерĕç. Тутарстан, Мари тата Чăваш Республикисен артисчĕсем Чăваш патшалăх çамрăксен тата пукане театрĕсенче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Наци театрĕсен тĕнче шайĕнчи фестивале малтан «Атăлçири юмахсем» ятпа ирттернĕ. Кăçал унăн программине те çĕнетнĕ, пуянлатнă. Тĕрлĕ регионти артистсем Николай Гоголь, Иван Гончаров, Федор Достоевский, Александр Островский пьесисем тăрах лартнă ĕçсене кăтартĕç. Акă, сăмахран, пĕрремĕш спектакле паянах куракан патне илсе çитерчĕç. Мари Республикинчи çамрăксен театрĕн артисчĕсем «Обломов. Халĕ е нихăçан та» комедие выляççĕ. Фестивалĕн перремĕш кунĕ пулсан та, халăх йышлă. Унти тĕп герой – Обломов çемçе чунлă, пурнăçра тĕллевсемсĕр, ĕмĕтсемсĕр пурăнакан çын. Шăпине лайăх енне улăштарма хайне алла илеймест, юратнă хĕрĕпе те телейлĕ пулаймасть. НАТАЛЬЯ АХМЕД: «Вырăс классикипе лартнă спектакльсем кăтартаççĕ. Мĕншĕн-ха эпир вăл программăна суйласа илтĕмĕр? Мĕншĕн тесессĕн вăл питĕ пысăк пласт, фундамент пирĕн культурăра, пĕтĕм тĕнче культуринче. Çавăнпа та пирĕн питĕ пысăк ыйту: пурăнма пултараяççĕ-и наци театрĕсен сцени çинче вырăс классикипе лартнă спектакльсем?» Пĕтĕмĕшле фестиваль шкул ачисемпе студентсене пĕрлештермелле. Пьесăсемпе паллашма, хăйсен тавракурăмне аталантарма вĕсене «Пушкин картти» те пулăшать.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later