Myvideo

Guest

Login

Культурлл шмат кун. Раейри халхсен вййисем акци старт илет

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Раççейре пурăнакан мĕнпур халăх историйĕ, йăла-йĕрки хăйне май кăсăклă. Çитĕнекен ăрăва та çакна кăтартса пымалла. Шăпах çитес кунсенче шкул ачисем валли «Культурăллă шăмат кун. Раççейри халăхсен вăййисем» акци старт илет. Çулсерен итекен «Культурăллă шăмат кун. Раççейри халăхсен вăййисем» акци кăçал утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче пуçланать. Вăл «Культура шкул ачисем валли» проект шайĕнче пурнăçланĕ. Раççейри халăхсен йăли-йĕркисене аталантарас тĕлĕшпе ирттерекен акцие кăçал ача-пăча вăййисене халалланă. Çак акци çамрăксене ытти регионти халăхсен ĕлĕкхи вăййисемпе паллаштарĕ. Донецк Халăх республикин, Мордови, Карели, Карачай-Черкес республикисен, Автономиллĕ Чукотка округĕн, Воронежпа Волгоград облаçĕсен ача-пăча вăййисене курма май пулĕ. Асăннă пуçару утă уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырать. Акцие хутшăнас кăмăллисен, хăй пурăнакан регионти ача-пăча вăййисене кăтартакан видеоролик ӳкермелле те «Вконтакте» социаллă сетьре усă курса вырнаçтармалла. Тăратнă ĕçсене Раççейри паллă халăх культурисен ĕçченĕсем хак парĕç. Чи лайăх вăтăр видеоролика çĕршыври шкул ачисен культури порталта вырнаçтарĕç.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later