Myvideo

Guest

Login

Раей шайнчи мртура палра

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Пурнăç йывăрлăхсемсĕр пулмасть. Пĕрисем вĕсене çĕнтерсе малалла талпăнаççĕ, теприсем айккине пăрăнма васкаççĕ, виççĕмĕшсен вара вĕсемпе кĕрешме вăй-хал çитмест. Сусăрсене тата та йывăртарах тивет. Çапах вĕсем пуç усмаççĕ, чи лайăххи пулма тăрăшаççĕ. Çакна вĕсем спорт аренине тухса хăйсен çитĕнĕвĕсемпе тĕлĕнтерсе те ĕнентереççĕ. Чăваш Енре пĕтĕм Раççейри параолимпиецсен ăмăртăвĕ те ку тĕлĕшпе питĕ лайăх тĕслĕх пулса тăчĕ. Ӑмӑртусем «Спорт – пурнӑҫ норми» наци проекчӗ шайĕнче иртеççĕ. Ҫӗршыври 17 регионтан пухăннă 100 ҫӑмӑл атлетсен ӑмӑрту стартне Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров пачӗ. АРИАНА ГУРЬЕВА: «Эпĕ тренировкăсене çӳретĕп. Манăн тренер Валерий Иванович Васильев ятлă. Мана тренировкăсенче питĕ килĕшет. Халĕ эпĕ пĕрремĕш хут соревнованинче хутшăнатăп. 400 метр чупатăп. Питĕ юрататăп спорта та, соревнованисене те. Тренер пире яланах спорта юратма вĕрентет». Сывлăх енчен хавшак ачасен ăмăртăвĕсем «Олимпийски» стадионĕнче 3 куна тăсăлчĕç. Пирӗн республика чысне 19 спортсмен хӳтӗлерĕ. Çамрăксем тĕрлĕ енре тупăшрĕç: 100 метртан пуçласа çухрăм çурă таран чупаççĕ, çӳллĕшне тата вăрăмăшне сикессипе тупăшаççĕ, сăнăпа диск ывăтаççĕ, йĕтре тĕртеççĕ.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later