Шупашкарти “Хӗвеллӗ“ микрорайонти ҫӗнӗ ҫуртра тӑлӑх тата ашшӗ-амӑш хӳттисӗр юлнӑ 89 ачана хваттер уҫҫисем пачӗҫ. Ҫак савӑнӑҫлӑ самантпа вӗсене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. Пурӗ вара Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра хваттер черетӗнче тепӗр пин те 500 яхӑн тӑлӑх тӑрать.
Hide player controls
Hide resume playing