Myvideo

Guest

Login

Муркашра н ру библиотеки ур

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

«Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллĕн Муркашри тĕслĕхлĕ вулавăша ҫӗнетнӗ. Хăйĕн алăкĕсене вăл çак кунсенче уҫрĕ. Палăртса хăвармаллах, юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре ҫавнашкал 14 библиотека ӗҫлесе кайрĕ. Кӑҫал тата 4 вулавăш çуртне çĕнетĕç. Çӗнӗ ӑру библиотекине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тивĕçлĕн хакларĕ. Вулавăш çуртне «Çĕнĕ ăрури библиотека» пилот программипе килĕшӳллĕн тĕпрен юсанă. Вăл палламалла мар улшăннă. Малтанхинчен темиçе хут лайăхланнă. Ятарлӑ дизайн, хальхи вӑхӑтри техника, пуян кӗнеке фончĕ. Библиотека хальхи вӑхӑтри нумай енлĕ ĕçлекен культура центрĕ пулса тăчĕ. ТАТЬЯНА ВАСИЛЬЕВА: «Муркашри ача-пăча библиотеки 1953-мĕш çулта никĕсленнĕ. «Культура» наци проекчĕ шайенче библиотекăна 5 миллион тенкĕлĕх çĕнелетнĕ. Пирĕн библиотекăра тĕрлĕ зонăсем йĕркеленĕ». СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Кăçал эпир «Культура» нацпроект пулăшса пынипе 14-мĕш библиотека уçатпăр çĕнетсе. 2023-мĕш çула илес пулсассăн, ку библиотека 2-мĕш. Эрне каялла эпир Патăрьелĕнче уçрăмăр. Республика кунне халалласа 24-мĕш июньччен Çĕнĕ Шупашкарта бибоиотека уçăлĕ. Пĕтĕмпе 2023-мĕш çулта 18 библиотека пулмалла «Культура» нацпроект пулăшнипе. 2024-мĕш çула эпир хатĕрленме пуçланă. Паянхи куна 17 заявка хатĕрленĕ пирĕн библиотекăсем. Шанса тăратпăр тепĕр çул та эпир çĕнĕ библиотекăсем татах та нумай уçăпăр». АННА КАЛИНИНА: «Библиотека пире килĕшет, ман ачасене те килĕшнĕ пек туйăнать. Вуласа лараççĕ. Кунта ачасене кăна мар, аслисене те интереслĕ пулма пултарать, мĕншĕн тесен кунта тĕрлĕ кĕтессем пур. Эпир ачасемпе кунта хаваспах çӳретпĕр». КАРИНА БОЯНА: «Килĕшет. Кунта çĕнелнĕ кĕнекесем. Пĕтĕмпех хитре. Илемлĕ. Кĕнеке вулама питĕ юрататăп. Кашни кун вулама килетĕп». – Паллах, çакăн пек çĕнĕ библиотекăсем уçни, çĕнĕ стандартсемпе йĕркеленĕ пространствăсем уçни библиотекăсенче, ман шутпа, вăл питĕ кирлĕ, ман шутпа, вал савăнтаракан япала, мĕншĕн тесессĕн эпир çултан çул çакăн пек библиотекăсене уçнă май куратпăр ĕнтĕ, çакăн пек пространство йеркеленĕ хыççăн библиотекăна çӳрекенсем 20-30 процент таран ӳсеççĕ. Ял тăрăхне илсессĕн, çак ӳсĕм вăл 50 % çитет. АЛЕКСАНДР ТУКМАКОВ: «Çак библиотека, ачасен библиотеки, космоспа çыхăнни ачасене малалла аталанма пулăшать. Эпир питĕ хавас уншăн. Пирĕн музей комплексĕшĕн питĕ пысăк утăм. Пирĕн тĕллев – Андриян Григорьевича малалла аталантарса ун ятне манма памалла мар». Муркаш салинчи Андриян Николаев космонавт ячĕпе хисепленекен тӗп библиотекӑна ҫӗнетме федераци бюджетӗнчен 5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӗсенчен 1 млн. тенкӗ вулавăш фондне ҫӗнӗ кӗнекесем туяннă.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later