Инкек вăхăтĕнче ачасене хăйсене тĕрĕс тытма вĕрентмелле. Çак тĕллеве мала кăларса шыв çинчи çăлав ĕçне йĕркелекен Раççейри пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри уйрăмĕ çулсерен вĕрентӳ ирттерет. Кăçал 13-17 çулти ачасем Муркаш тăрăхĕнче Ильинка çывăхĕнче хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. Çак хушăва илтсен тӳре вăхăт шутлама пуçлать. Хĕрпе каччăн çăлав тумне тăхăнса жилет çинчи пур çакка та тĕрĕс çаклатмалла. Вĕрсе хăпартнă кимĕ çине ларса ишмелле. Шыв çине лартнă хĕрлĕ-сарă тĕслĕ паллă патĕнче çаврăнса каялла килмелле. Çаксене пурне те хăвăрт та тĕрĕс пурнăçламалла. Ун хыççăн çăлав ункине тата Александров ячĕллĕ хатĕре «путакана» ыйтса памалла. Мĕн чухлĕ çывăхрах, çавăн чухлĕ лайăхрах. Вăхăт çине ывăтиччен малтан ачасем 3 хутчен хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхма пултараççĕ. Тепĕр чăрмав вăл – алхасма пуçланă çулăмпа кĕрешмелле. Çамрăк çăлавçăн тумне тĕрĕс тата хăвăрт тăхăнса кăпăк пĕрĕхтерсе çулăма сӳнтермелле. Тăнне çухатнă çынна пĕрремĕш пулăшу парасси те тĕп ĕçсенчен пĕри. Практика уйрăмĕнче çамрăксен 5 хушăва пурнăçламалла. НАДЕЖДА ИВАНОВА: «Шыв çинче асăрхануллă пулма вĕрентет ачасене, çăлма, пĕрремĕш пулăшу пама та. Çакăн пек соревнованисем теори енчен çеç мар, практика енчен те вĕсене навыкĕсене çирĕплетме, анлăлатма пулăшаççĕ. Мĕншĕн тесен халь ачасем шыва кĕме тепĕр чухне ашшĕ-амăшсăр та каяççĕ. Çавăнпа та шкулсене ачасене шыв çинче, шыв умĕнче, шыв хĕрринче хамăра тытма вĕренни питĕ кирлĕ тесе шутлатпăр». Практика хыççăн теори каять. «Çăлав пирки тата шыв пирки мĕн пĕлетпĕр», «Ӳкерчĕк» дисциплинăра тĕрĕс хуравсем памалла. 4 арçын ачапа 2 хĕрачан пур чăрмава та парăнтарса хăйсем маттур пулнине палăртмалла. Кунта пĕрремĕш хут тупăшăва килекенсем те, çулсерен хутшăнакансем те пур. – Эпĕ çак конкурса пĕрремĕш хут хутшăнатăп. Маншăн вăл питĕ пăшăрахунуллă. Мана çак конкрусра хутшăнма питĕ килĕшрĕ. Çак конкурса хутшăнни опыт парать. Эпир ушкăнпа питĕ тăрăшнă. – Эпир ОБЖ урокĕсенче пĕрремĕш пулăшу тата шыв умĕнче хамăра мĕнле тытмаллине вĕренетпĕр. Çак соревнованисем валли эпир маларах хатĕрленме пуçларăмăр. Пĕр кун маларах кимĕпе ярăнма вĕрентĕмĕр. Çак соревновани мана питĕ килĕшрĕ. Тепĕр çул хутшăнассине те шанатăп. Çак ăмăртусем 2013-мĕш çултанпа иртеççĕ. Малтан тупăшусене Атăл хĕрринче йĕркеленĕ. Юлашки çулсенче ăна Муркаш тăрăхĕнче хатĕрлеççĕ. Пирвайхи çул Муркаш тăрăхĕнчи шкулпа Мари Элти вĕренӳ çурчĕ тупăшнă. Кăçал вара кӳршĕ регионти, Муркашпа Пăрачкав тăрăхĕсенчи тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи 9 ушкăн хăйĕн вăйне тĕрĕслерĕ. Кубок – çĕнĕ шупашкарсенче юлчĕ.
Hide player controls
Hide resume playing