Myvideo

Guest

Login

Трл халх амрксем форумра путарнч

Uploaded By: Myvideo
7 views
0
0 votes
0

Хальхинче Атӑлҫи округӗнче тӗрлӗ регионта пурӑнакан хастар ҫамрӑксем Чӑваш Ене ҫитрӗҫ. Вӗсем нумай нациллӗ ҫамрӑксен регионсем хушшинчи культурӑпа вӗренӳ форумне хутшӑнаҫҫӗ. Ăна Раҫҫей Федерацийӗн наципе культура автономийӗ Республикăри культура тата ӳнер институчӗпе пӗрле йӗркеленĕ. Унта пирĕн ĕçтеш Мария Шагарова пулса курчĕ. МАРИЯ ШАГАРОВА: «Вӗренӳпе культура форумĕн тĕп тĕллевĕ – ламран лама куҫакан этем ăс-хакăлне, наци пуянлӑхне сыхласа хӑварасси тата ӑна ҫамрӑксем хушшинче сарасси. Мӑн асаттесем ӗмӗрсем хушши пуҫтарнӑ пӗлӗве паянхи кун пурăнакансем, шел пулин те, сайра, чи пĕлтерешли – вĕсем пурри. Пӗчӗк хуранӑн пӑтти тутлӑ тенӗ евӗр, вӗсем çак форумра. Культура мулӗпе ҫывӑхланма çакан пек тĕл пулусем питĕ пулăшаççĕ». Тюмень, Хусан, Чӑваш Ен, Марий Эл, Чулхулапа Чĕмпĕр тăрăхĕнчен, Ямал автономи округӗнчен килнĕ çамрăксене сумлă çынсем саламларĕç. КОНСТАНТИН МАЛЫШЕВ: «Çамрăксем халь пĕр-пĕринпе интернет уçлăхĕнче тĕл пулаççĕ. Вĕсене чĕррĕн тĕл пултарни, ман шутпа, питĕ тĕрĕс те кирлĕ япала. Тĕрлĕ халăхсен çамрăкĕсене пуçтарни – пушшех те усăллă япала, мĕншĕн тесен вĕсем кунта пĕр-пĕрин халăхĕн культурипе паллашаççĕ. Вĕсем ăна вĕренеççĕ ватăсенчен мар, хăйсем пеккисенчен. Çак çитĕнекен ăру вăл малашне ӳсет, вĕсен вĕт малалла пурăнмалла. Вĕсен хутшăнусем йеркелемелле пĕр-пĕринпе. Çавăнпа та вĕсем халех пĕр-принпе паллашни, туслашни пуласлахшăн питĕ усăллă тесе шутлатăп». Нумай нациллӗ ҫамрӑксен регионсем хушшинчи культурӑпа вӗренӳ форумĕн пуян программи хутшăнакан хастарсемшĕн, чăннипех, пысăк кĕтменлĕх тата пуласлăхра кирлĕ тĕл пулу лапамĕ пулса тăчĕ. ВЛАДИМИР ТЯПКИН: «Яланах çамрăксем çине тайăнса ĕçленĕ эпир. Пĕтĕмĕшле ĕнтĕ чĕлхене, культурăна, хамăр авалхи йăлана упраса хăварасси – форумсен теллевĕ. Анчах та паяни кун çĕнĕ тĕллевсем лартма ыйтаççĕ, ăна эпир те куратпăр, халăхсен туслăхне. Чăннипех те, халăхсен туслăхне çирĕплетесси пирки. Эсир пĕлетĕр ĕнтĕ, пирĕн республикăра нацисем хушшинчи лару-тăру яланах аван пулнă, çирĕп пулнă. Тата халь нумай пулмасть федераци тытăмĕсем мониторинг тунине пĕлтерчĕç, пĕтĕм Раççĕйепе чăвашсем 2-мĕш вырăн йышăннă нацисем хушшинчи лару-тăру шайĕ пирки. Вăл питĕ лайах хыпар пирĕншĕн. Ку форумра та çав енĕпе ĕçлесшĕн». Муркашри Вероника Ерзукова ку форума 2-мĕш çул хутшăнать, пĕтĕмĕшле вăл 5-мĕш хут иртет. ВЕРОНИКА ЕРЗУКОВА: «Пĕрлĕхре – вăй, ахаль каламаççĕ. Çак форумсем пире пĕрлештереççĕ, пĕрлĕхе вĕрентеççĕ. Пĕрле ĕçлеме, пĕрле тăрăшма, пĕрле аталанма пулăшаççĕ тесе шутлатăп. Çавăнпа çак форумсем питĕ кирлĕ, çамрăксемшĕн вăл питĕ кăсăклă». ДИАНА НИКОЛАЕВА: «Форум иртекен вырăн мана питĕ килĕшет. Кунта питĕ хитре, уçă сывлăш, кайăксем юрлаççĕ, питĕ аван». Ăстасен лаççисенче авалхи кĕвĕ хатĕрĕсемпе паллаштарасси те пур. Шăхличсем, тункăрсем, параппансемпе сăрнай инструменчĕсене тытса, вĕсене ăсталаса та пăхнă ĕнтĕ кунта хутшăнакансем. НИКОЛАЙ ФОМИРЯКОВ: «Тĕрлĕ регионсенчи çамрăксен форумĕ питĕ лайах иртет. Кунта çамрăксем хутшăнаççĕ пĕр-пĕринпе, калаçаççĕ, туслашаççĕ. Çавă питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паллах, халăхсене пĕр çуллă пулма пулăшать. Кунта пурĕ 50 ача ытла. Çак 50 ачаран, калăпăр, 10 % ачисем кăштах кĕвĕ хатĕресемпе хутшăнма пуслаççĕ пулсан маншăн питĕ кăмăллă пулĕччĕ». Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе çамрăк тата аслă ăрăва чăваш тĕррине, юрри-ташшине тата ытти ăсталăха алла илме пулăшакансем те пур ку форумра. Раиса Васильева чăваш террин вăрттăнлахне уçма ăсталăх урокĕсем йĕркелерĕ. РАИСА ВАСИЛЬЕВА: «Кăçал эпĕ çакăнта тĕрĕсем, капăрлăхсем илсе килтĕм. Тĕрĕсем çинчен малтан каласа патăм». Культурӑпа вӗренӳ слетне хутшăнакансем чăваш тĕнчинче палăрнă экспертсемпе тĕл пулса наци халăхĕсен эткерлĕхне упраса аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. НИКОЛАЙ БАЛТАЕВ: «Хальхи вăхăтра эпир темĕнте пĕлетпĕр, хамăрăн чăваш халăхĕн тĕнчекурăмне чухламастпăр та, тĕпчеместпĕр те, кăсăкланмастпăр та. Çав япала мана пăшăрхантарать. Эпĕ çав енĕпе ытларах ĕçлетĕп. Кунта та ĕнтĕ çамрăксене çакăн çинчен каласа парас тетĕп. Çав тĕнче курăмра пирĕн халахăн пин-пин çул пуçтарăннă пĕлĕвĕ. Вĕсенче хамăрăн çамрăксене пехиллесе, вĕрентсе каласа хăварнă“. Çамрăксене пысăк тимлĕх уйăрни çав тери паха. Çакнашкал слет яшсемпе хĕрсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне кăтартма май панипе пĕрлех тавра курăмне аталантарма, хăйĕн пурнăçĕнчи вырăнне тупма пулăшать.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later