Вăл хăйĕн ĕçĕпе çитĕнекен ăрăва вăйлă та хастар пулма хăнăхтарать. Сăмах – Йĕпреçри 2-мĕш шкулта физкультура тата пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕн предметне вĕрентекен Вячеслав Петров çинчен. Маттур педагогăн парнисене çĕнсе илессишĕн Йĕпреç тăрăхĕнчи Туçа ялĕнче йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта республикăри 100 ытла спортсмен хутшăнчĕ. «Вăл ахаль çын çеç мар, вăл пысăк сас паллирен çырăнакан вĕрентекен». Çапларах калаççĕ Вячеслав Петров çинчен унăн ĕçтешĕсемпе вĕренекенĕсем. Хăйĕн шăпине физкультура ĕçĕпе çыхăнтарнăскер 45 çула яхăн ачасене тӳрĕ кăмăллă та хăюллă пулма, йывăрлăхсене парăнтарса çутă малашлăх патне утма хавхалантарать. Унăн çунатти айĕнче çитĕнекенсем спортра чылай çитĕнӳ тунă. Тăван ачисем те ашшĕ йĕрĕпе пыраççĕ, ывăлĕ çăмăл атлетика енĕпе тĕнче чемпионатĕнче пăхăр медаль çĕнсе илнĕ пулсан, хĕрĕ вăра йĕлтĕрпе ярăнса Раççей кубокĕн призерĕ пулнă. Çак тата ытти çитĕнĕвĕ – ĕçе юратнинче тата ăна тĕрĕс йĕркеленинче палăрать. ВЯЧЕСЛАВ ПЕТРОВ: «Кирек епле упражнение вăй нумай пĕтерсе тума пулать. Техника пулсан, пуçа ĕçлеттерсен вăл çăмăлтарах тăвать, нумай вăхăт хушши тума пултарать. Йĕлтĕрпе чупнă чухне технично лайăх тĕрĕс чупсан çăмăлтарах, хытăрах чупать, вăйлăрах, расстояни нумайрах, техника пулмасан вăл хăвăрт ывăнать». Ăмăртăва хутшăнма Йĕпреç, Канаш, Каçал, Муркаш тăрăхĕнчи спортсменсем килсе çитнĕ. Вĕсен йышĕнче ача садне çӳрекенсем те, йĕлтĕр спорчĕпе кăсăкланакансем те пур. Сăмахран, Муркаш тăрăхĕнчи Çатракасси шкулĕнче вĕренекен Алина Григорьева спорт маçтăрĕн кандидачĕн нормативĕсене тултарасшăн. Çак тĕллев патне çывхарма вăл кашни кунах çирĕп утăмсем тăвать. АЛИНА ГРИГОРЬЕВА: «Мана йĕлтĕр трасси питĕ килĕшрĕ. Вăл йывăр пулчĕ, анчах та, ĕçлеме йывăр мар тренироваться тусассăн. Халĕ 1-мĕш тухнăшăн эпĕ питĕ савăнатăп. Эпĕ йĕлтĕрпе 3-мĕш çул ярăнатăп. Кашни кунах тренировкасене тухатăп, тăрăшатăп». Ăмăртăва йĕркелес шухăш Вячеслав Петровăн вĕренекенĕн Сергей Ильинăн 2015-мĕш çултах пулнă. Çак пуçарăва вăл ырă йăлана кĕртесшĕн. СЕРГЕЙ ИЛЬИН: «Ку соревнованине ĕнтĕ малалла та ирттерес шухăшсем пур, мĕншĕн тесессĕн ял халăхĕ поддержать тăвать. Çынсем, куратăп, вĕсем чупасшăн, спортшăн вĕсем, сывлăхшăн. Ытти çулсенче те, чипер пулсан, çак ăмăртусене эпир малаллла ирттерме тăрăшатпăр». Хастар спортсменсене ялти культура çурчĕн ĕçченĕсем илемлĕ юрă-кĕвĕпе, вĕри чейпе тата тутлă икерчĕпе сайларĕç. Уява курма килнĕ хăнасем ăмăрту çӳлле шайра иртнине палăртрĕç. Ăмăртура мала тухакансене кубоксемпе, медальсемпе тата парнесемпе хавхалантарчĕç. Спорт уявĕнче чи çамрăк тата чи аслă йĕлтĕрçĕсене те тимлĕхсĕр хăвармарĕç.
Hide player controls
Hide resume playing