Шкул ҫурчӗсене кӑна мар, таврари лаптӑксене те йӗркене кӗртеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти 11 вӗренӳ учрежденийӗнче анлӑ ӗҫ пырать. Ҫакӑн валли республика тата тӗп хула хыснисенчен 440 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Шкулсем мӗнле улшӑнса пынипе Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева тата Шупашкар пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов паллашрӗҫ.
Hide player controls
Hide resume playing