Myvideo

Guest

Login

Финанс плв кашни валли

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Паян финанс енĕпе ытларах пĕлни никама та чăрмантармасть. Çакă çынна укçа-тенке перекетлеме тата çĕр-шыв экономикин уйрăм енĕсене ăнланма май парать. Шупашкарти 204-мĕш ача садĕнче ятарласа шкул çулне çитмен шăпăрлансене финанс пĕлӳлĕхне вĕрентеççĕ. Финанс пĕлĕвĕн занятийĕсем ачасене укçа-тенке кашни кун нумай тăкакламасăр усă курма вĕрентеççĕ. Кунта банк ĕçченĕсем те явăçнă, вĕсем час-часах ачасемпе ăсталăх лаççисем иртереççĕ. Ку хутĕнче интерактивлă вăййа тĕпренчĕксем çеç мар, вĕсен амăшĕсем те хапăл тусах хутшăнчĕç. АНАСТАСИЯ ДАНИЛОВА: «2019-мĕш çултанпа эпир ачасене укçа-тенкĕ тĕрĕс тытма вĕрентетпĕр. Хальхи пурнăçра пĕлтерĕшлĕ япала тесе шутлатпăр. Мĕншĕн тесессĕн ачасем пĕчĕкренпех укçа мĕн иккенне пĕлеççĕ, мĕн илмеллине пĕлеççĕ. Çавăнпа та пирĕн ачасем занятисене хапăл тусах çӳреççĕ. Занятисене ирттерме те пирĕн майсем питĕ пысăк. Тĕрлĕ интерактивлă майпа вĕрентетпĕр. Ачасене питĕ килĕшет». Ача садне çӳрекенсене кӳрекен çĕнĕ мелсем ашшĕ-амăшне те кулленхи пурнăçра воспитани ĕçĕнче пулăшаççĕ. «Лавккана кĕрсессĕн хăйсене кирлĕ тавара каçăхса кайса макăрса илтересси пирĕн килте тахçанах çук», – палăртать София амăшĕ Лариса Копеева. Палăртмаллах, асăннă занятисен ертӳçи Раççей шайĕнче иртекен «Финансовая перемена» конкурсăн регион тапхăрне хутшăнать.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later