Myvideo

Guest

Login

Пултарулха аталантар

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Кашни ача хăйĕн пултарулăхĕпе палăрса тăрать. Чăваш Енре сусăр тата куçĕсем курман ачасем валли те аталанма майсем туса параççĕ. Шупашкарта вырнаçнă республикăри Л.Н. Толстой ячĕллĕ ятарлă библиотекăра ачасен пултарулăхне аталантармалли лаборатори уçăлчĕ. Ăна «Раççейре шутласа тупнă» федераци проекчĕпе йĕркеленĕ. Шупашкарта вырнаçнă республикăри Л.Н. Толстой ячĕллĕ ятарлă библиотекăра – уяв. Ятарлă лаборатори уçăлнисĕр пуçне пухăннисене музыка инструменчĕсемпе паллашатрчĕç, концертпа савăнтарчĕç. Ку йăлтах библиотека пуçарса янă ««Улăп ачисем» пултарулăх студийĕ» проект шайĕнче пулса иртет. Малалла сусăр ачасене ытти кăсăклă ĕç кĕтет. Сăмахран, чăваш тĕррипе, фольклорĕпе паллашасси. ЕЛЕНА ВОЛКОВА: «Çак лабаратори ачасене пĕр-пĕринпе хутшăнма анчах мар, тĕрлĕ проектсене пурнăçлама та май памалла. Ăна тума эпир тĕрлĕ занятисем, тĕлпулусем, мастер-классем ирттерĕпĕр». Асаннă лапам ачасемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем пурнăçа туллин туйса илме, ыттисемпе пĕр тан аталанма пултараççĕ. Ăна валли ятарлă компьютер класĕ те пур кунта. ЕВГЕНИЙ ЮДИН: «Эпĕ кунта компьютер класĕнче вĕренетĕп. Манăн вĕрентекен – Парахин Николай Павлович. Вăл питĕ лайăх учитель. Вăл компьтерпа та, телефонпа та усă курма вĕрентет. Кунта япăх куракансем валли кĕнекесем пур. Мана калавсем тата поэмăсем вулама килĕшет». Шăпăрлансене сăрăпа ӳкерме те вĕрентеççĕ. Ăна тĕп хуламăрти «Ырă çунатсем» фонд йеркелеме пулăшнă. Çакăн йышши лабаратори Чăваш Енре 2021-мĕш çулта Трактор тăвакансен культура керменĕнче уçăлнă, ку вара иккĕмĕш. ИННА ИЛЬИНА: «Çак библиотекăра эпир ытларах ачасене явăçтарасшăн алăпа ĕслемелли ĕçсемпе. Ку лабаратори вăл пирĕн çак республикăри библиотекăра пулнă май, ытти республикăри библиотекăсем валли те кирлĕ. Çакăнта библиотекăна килсе республикăри библиотекăсем, клубсем вĕренсе хăйсем патĕнче те çавăн пек лабораторисем уçма пултараççĕ».

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later