Myvideo

Guest

Login

Национальное телевидение Чувашии Культура наци проекч ыр нлхсемпе савнтарать

Uploaded By: Myvideo
4 views
0
0 votes
0

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Пĕрисем çĕнĕ культура керменĕнче савăнĕç, теприсем вара кустăрмасем çинче куçса çӳрекен центр пулăшнипе чунпа канма пултарĕç. Вăрмар муниципаллă округĕнчи Ямпай ялĕнче 2 сăлтава пĕрлештерекен савăнăçлă уяв иртрĕ. Малашне юрă-кĕвĕ сасси унта çеç мар, Çĕмĕрле, Элĕк тата Çĕрпӳ тăрăхĕсенчи пĕчĕк ялсенче те тăтăшах илтĕнме пуçлĕ. Ырă çĕнлĕхсем çинчен малалла Юлия Адюкова репортёр каласа парать. Илемлĕ тум тăхăннă артистсем, хăнасем тата куракансем Ямпайри культура çуртне васкаççĕ. Пысăк тăхтав хыççăнхи ырă улшăнусене пурте хавас. ВАЛЕРЬЯН ИВАНОВ: «Пирĕн ялтан çамрăксем питĕ тухса тармаççĕ, хулара пурăнсассăн та кашни шăмат кун, вырсарни кун килеççĕ, вĕсене канма кирлĕ». 5 çул ытла ĕнтĕ ял халăхĕн чунпа канма, концертсем курма, пултарулăха аталантарма вырăн пулман. Малтанхи клуба юрăхсăр пулнипе авариллĕ тесе йышăннă пулнă. Халăхăн çивĕч ыйтăвне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев татса пама сăмах панă. Кивĕ культура çуртне юсаса çĕнетме май пулманнипе вăл çĕннине туса пама шантарнă. Вăхăт иртнĕ. Каланине пурнăçа кĕртнĕ. Халĕ ĕнтĕ республика ертӳçи Ямпай халăхне пĕлтерĕшлĕ пулăмпа саламлама çитнĕ. – Çак клубсем, паллах ĕнтĕ, пушă тăмалла мар, уйрăмах каçхине, вĕсем çамрăксем валли те уçă пулмалла, унта тĕрлĕ енлĕ пулăмсем ирттерсе вĕсене çамрăксене валли усăллă пултăр тесе шухăшламалла. Кермене «Клуб йышши муницпалитет учрежденийĕсен строительстви тата модернизацийĕ» республикăри çумпрограмма пулăшнипе çĕкленĕ. Ăна тул енчен те, шал енчен те хăтлăлатса илемлетнĕ. Çĕнĕ сцена çине пĕрремĕш тухса юрлама, ташлама ачасем тивĕçрĕç. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче çакнашкал концертсем лартса вĕсем куракансене татах та алă çуптарĕç-ха. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Культура министерствине республика Пуçлăхĕ хушнă ялти клубсене тепĕр хут пăхса тухса çĕнĕ программа пурнăçа кĕртмелле тесе. 2022-мĕш çулта çав программăна хатĕрленĕ, паян эпир çав клубсене уçса çав программăна пурнăçа кĕртсе пыратпăр». Клуб хăйĕн ытмане халăха çеç туртмасть иккен. Чĕкеç те йăва çавăрма çак çуртах суйласа илнĕ. «Эппин, çак пуçару ыррах», – палăртаççĕ ямпайсем. Уяв культура çурчĕн çывăхĕнче те иртрĕ. Анчах, унти сцена хăйне евĕрлĕхпе тыткăнларĕ. Вăл автобуспа çыхăннă. Унта юрласа ташлама тепĕр сăлтав та пур. Шăпах çак кун Çĕмĕрле, Элĕк, Çĕрпӳ муницпаллă округĕсен ертӳçисене Олег Николаев урапасем çинче куçса çӳрекен автоклубăн çăраççийĕсене пачĕ. Çĕнĕлĕхĕн пахалăхне, юсавлăхне артистсем тĕрĕслесе пăхса концерт ирттерчĕç. АЛЕКСАНДР НИКИФОРОВ: «Эпир, тен, пасар тапхăрĕнче пурăннăран, нумай культура сферинче ĕçлекен бюджет учрежденийĕсем пĕчĕк ялсене çитсе кураймаççĕ, çак программа вара шăпах май парать. Кам театра кайса çӳремест, е концертра час-часах пулаймасть, вĕсем патне çитме, вĕсемпе чуна уçса калаçма». Автоклубсене «Культура» наци проекчĕ пулăшнипе тивĕçтернĕ. Халиччен куçса çӳрекен клуб учрежденийĕсем республикăра Патăрьел тата Канаш муниципаллă оругĕсенче çеç пулнă. ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Пĕр автобусра гримерка та, салтăнса тумланмалли пӳлĕм те, тата ытти те. Çак культура çурчĕ пĕр вырăнта тăрать пулсассăн, кустăрмасем çинчи культура центрĕ вара çитес вăхăтра Çĕмĕрле, Элĕк тата Çĕрпӳ тăрăхĕсенчи халăха савăнтарĕ».

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later