🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Крым Раççей шутне кĕнĕренпе кăçал 8 çул çитет. Ăна уявласси пирки калакан Хушăва çĕршыв президенчĕ Владимир Путин 2014-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Ун чухне Крымра пурăнакансен 97 проценчĕ Раççей Федерацийĕпе пĕрлешессишĕн сасăланă. Унтанпа çулсеренех «Крым çуркунни» ятпа уяв концерчĕсем, пуçарусем иртеççĕ. Паян Шупашкарта «Туслăх кĕперĕ» хыврĕç. Пурте вĕсем Раççей, Чăваш Ен ялавĕсене çĕклесе хаваслă кулăпа ретĕн-ретĕн тăрса кĕпер урлă каçрĕç. Туслăх туйăмĕ хуçаланни сывлăшра та сисĕнет теççĕ унта хутшăнакансем. ВАЛЕРИЯ ЕГОРОВА: «Çак акци «Крым çуркунни» Крым полуостров Раççей çумне çыхăннине халалласа ирттеретпĕр. Волонтерсем тата студентсем çак акцине хаваспах хушăнаççĕ. Пурте кăмăллă. Хĕвел хĕртсе пăхать». Федерацин Атăлçири ытти хулисем те çак пуçарăва анлă хутшăнса хăйсен туслăх кĕперĕсене хывнă. Чăваш патшалăх аграри университечĕн, Мускаври политехника университечĕн, Никольский ячĕллĕ Шупашкарти профессиллĕ пĕлӳ паракан колледжĕн, Раççей Çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕн студенчĕсем пуçарăва хутшăнчĕç. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче Раççей Луганск тата Донецк халăх республикисене никама пăхăнман патшалăхсем тесе палăртнă. ВАДИМ РОМАНОВ: «Ку мероприяти питĕ кăмăллă. Эпĕ питĕ хавас». Крым çурутравĕпе Севастополь хулинче 3 000 яхăн чăваш пурăнать. Регина Кубайкина, Ольга Алексеева, Павел Иритков
Hide player controls
Hide resume playing