Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи «Шурă чулсем» физкультурăпа сывлăх центрĕнче «Паттăрсен çĕршывĕ» Раççей шайĕнчи проектăн 1-мĕш смени вĕçленчĕ. Унта Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев çитсе килчĕ. Ачасемпе уçă калаçу ирттерччĕ. Çитес вăхăтра легерĕн 2-мĕш смени уçăлĕ. 14 кун республикăри тата унăн тулашĕнчи ачасем спортпа туслă пулчĕç. Вĕсем валли «Раҫҫей ҫар историйӗ» тата «Социаллӑ проект тӑвасси» программӑсем ĕçленĕ. Кашни хăйне килĕшекен ен суйласа илнĕ. Пĕрисем лазерлă пăшалтан пенĕ. Теприсем басктобол çăмхине çапнă. Шырав ĕçĕпе кăсăкланакансем çын кĕлеткине тĕпченĕ. Тĕрĕс мĕнле чавмаллине, ăçта мĕн палăртмаллине вĕреннĕ. Ушкăнпа çар хирĕнче еплерех пулмалла-ши? Тăшмана мĕнле сисмелле-ши? Калашников автоматне сӳтсе пуçтарасси пурне те çăмăллăн парăнмасть. Кунсăр пуçне автоматăн пур пайне те пĕлни кирлĕ. Лагерьти ачасем хăйсене ирĕклĕ кĕрешӳре тĕрĕсленĕ. Халĕ вĕсем хирĕç тăракана çăмăллăнах парăнтараççĕ. Патриотсем журналист ĕçне те лайăх ăнланаççĕ. Ку енпе вĕсем валли ятарлă вĕрентӳ пулнă. Спорт, журналистика. Хăшĕсене вара республикăри шкулсенче чăваш чĕлхи урокĕ сахалли пăшăрхантарать. Кун пирки лагерьти ачасем республика пуçлăхĕпе уçă калаçура сăмах хускатрĕç. Вĕсем шкулсенче тăван чĕлхепе кăсăкланакансен ушкăнне йĕркелесшĕн. Ку ыйтăва Олег Николаев тимлĕхе илчĕ.
Hide player controls
Hide resume playing