Тӑвай тӑрӑхӗнче маскировка сеткисем ӑсталакан 17 пункт йӗркеленӗ. Унта кунсерен ӗҫе ҫӳрекенсем те, тивӗҫлӗ канурисем те, ачасем те хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ. Фронтри ентешсене пулӑшас туртӑм вӗсене пархатарлӑ ӗҫе хутшӑнма хистет. Ҫак сӑлтава пулах Турикас Тушкилте пурӑнакансем те ялти шкулта пуҫтарӑнса салтаксене тата ҫар техникине хӳтӗлемелли хатӗрсем ҫыхаҫҫӗ.
Hide player controls
Hide resume playing