Питĕр, Иркутск, Свердловск, Тюмень облаçĕсем, Севастополь хули, Белоруç, Тутар Республикисем тата ытти те. Раççейре тата унăн тулашĕнче пурăнакан йăхташсем Чăваш Республикин тĕп хулине – Шупашкара – çитрĕç. Пухăнма сăлтавĕ те сумлă – Чăваш наци конгресĕн 11-мĕш Аслă Пухăвĕ. Вăл Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ. «Чăваш юррисем тĕп вырăнта. Пĕр вырăсла юрă та шăрантармастпăр», – пĕлтереççĕ Севастополь хулинчен килнĕ чăвашсем. Тăван Енрен аякра пурăнсан та пĕр-пĕринпе тăван чĕлхепех калаçнине палăртаççĕ вĕсем. Чăвашлăх туйăмне хайсен шăпăрланĕсенче те упраса хăварма тăрăшăççĕ. АННА ТИМОФЕЕВА: «Тĕрлеме вĕрентетпĕр. Бисерпа çĕлеме вĕрентетпĕр. Чăваш тумĕсем кашни хĕрарăмăн виçĕ-тăватă тум хăй аллпе тунисем пирĕн. Хамăр çĕлетпĕр, хамăр тĕрлетпĕр, хамăр пуçтаратпăр. Пĕтĕмпех хамăр тăватпăр». Йăла-йĕрке – культура аталанăвĕн никĕсĕ. Чăваш халăхĕ мĕн авалтан вĕсемпе пуян пулнă. Ăна сыхласа хăварас тĕллевпе Тутар Республикинчи йăхташсем чылай вăй хураççĕ. ОКСАНА ЕНИСЕЕВА: «Хамăрăн Ч
Hide player controls
Hide resume playing