Константин Иванов – чӑваш литературин сумлӑ классикӗ. Унӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэми тӗнче поэзийӗн шедеврӗ пулса тӑчӗ. 2022 ҫулта «Нарспи» спектакле 100 ҫул тата «Нарспи» оперӑна 55 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Республикин Наци библиотеки «Нарспие» вулатпӑр» пысӑк проект пурнӑҫларӗ. Ку ӗҫре библиотека йӗркеленӗ «Наци кӗтречӗ. Константин Иванова халалласа» документпа ӳнер куравĕ хӑйне евӗрлӗ хавхалантаракан тӗрев пулса тӑчӗ. Проект Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт республикисенче, Самар облаҫӗнче, Мускавра, Питӗрте пурӑнакан 100 яхӑн ҫынна пӗрлештерчӗ. Унта хутшӑнакансем – шкул ачисем, студентсем, вӗрентекенсем, ҫыравҫӑсем, артистсем, журналистсем тата ыттисем ¬ «Нарспи» поэмӑн сыпӑкӗсене чӑвашла ву
Hide player controls
Hide resume playing