Писательсене пӗр союза пӗрлештерес юхӑм ҫӗршывра анлӑн 1934-мӗш ҫулта пуҫланнӑ, анчах Чӑваш Ен ҫыравҫисем самай маларах тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем йӗркеленӗ. 1923-мӗш ҫулта Чӑваш автономийӗн парти ӗҫченӗсем писательсемпе журналистсен “Канаш“ пӗрлӗхне чӑмӑртанӑ. Унтанпа 100 ҫул ҫитрӗ, ҫак ятпа ҫӗршыври чӑвашла ҫыракан калем ӑстисем наци библиотекине Союзӑн ҫавра ҫулне паллӑ тума пуҫтарӑнчӗҫ.
Hide player controls
Hide resume playing