Кашни ачан çемьере ӳсмелле, паллах. Анчах та шăпăрлансем 18 çула çитиччен ача çуртĕнче пурăннă тĕслĕхсем те сахал мар. Хальхи вăхăтра 14 çултан аслăрах, сывлăх енчен хавшак, виçĕ е ытларах пĕр тăвансене çĕнĕ çемье тупма йывăртарах. Çакна шута илсе Чăваш Енре «Усрава илекен ăста çемье» проект пурнăçланать. «Çарăк» юмаха пирĕнтен кашниех пĕлет. Пĕрлĕхре вăй пулнине халап аван кăтартса парать. Çĕмĕрлери тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен центрĕнче йывăр лару-тăрура пĕр-пĕрне пулăшмаллине пĕчĕкренех вĕрентеççĕ. Сивĕтмĕш, кăвак çулăмпа ĕçлекен плита, вулавăш, аталанмалли тĕрлĕ кружок тата ытти те. Центрта пурăнма мĕн тери аван пулсан та кашни ачан çемьере ӳсмеллине кунта кашни ăнланать. Сăмахран, кану кунĕсене çемьере ирттересси. Çакăнатан пуçланать ĕнтĕ çĕнĕ çемье тупасси. АЛЕКСЕЙ ЛУКШИН: «Хальхи вăхăтра 2000 ытла тăлăх ачасене çемьесене вырнаçтарнă. Республикăри тăлăх ачасен 93 процент пулать. Республикăра усрава илекен професиллĕ çемье проект йĕркелесе ярать. Паянхи куна çавнашкал опыт федерацийĕн 6
Hide player controls
Hide resume playing