«Ĕмĕр пурăн – ĕмĕр вĕрен», – теççĕ. «Демографи» наци проекчĕ пулăшнипе, шăпах та, алла хушма специальноç илме май пур. Программăпа килĕшӳллĕн аслă ăрури çынсем, чир-чĕре пула ĕçе çухатнисем тата пĕчĕк ачапа килте ларакан аннесем квалификаци шайне ӳстерме, çĕнĕ ăсталăха алла илме, услам ĕçне хăнăхма пултараççĕ. Алла диплом илекенсемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те хутшăнчĕ. Кашни тытăмра паха специалистсем вăй хумалла. Алла диплом илекенсем те кашниех хăйĕн ĕçне пĕлсе, юратса пурнăçлакансен шутĕнче. «Демографи» наци проекчĕ пулăшнипе вара вĕсем ăсталăха ӳстереççĕ. Ĕçе çухатнисем вара пĕлӳ пулăшнипе çĕнĕ ĕç вырăнне те тупма пултараççĕ. ЛЮБОВЬ ИЛЬИНА: «Ĕçсĕр юлнисем вĕренме килнĕ хушăрах нумайăшĕ ĕçе вырнаçаççĕ. Паян та вĕренсе тухнисемпе калаçнă хыççăн диплом иличченех вĕсем ĕçе вырнаçнă. Хăшĕ-пĕрисем пĕр ĕçрен тухса тепĕр ĕçе куçнă. Çĕнĕ пĕлӳ илсе малалла кайса, лайăхрах пурăнма шанса пыраççĕ. Паянхи кун Чăваш Республикинче, чăнах та, питех те нумай халăха, çынсене малалла кайма, вĕренме условисем туса панă. Паян
Hide player controls
Hide resume playing