Myvideo

Guest

Login

Аварире ын пурн татлн

Uploaded By: Myvideo
56 views
0
0 votes
0

Хурлăхлă хыпар. Паян ирхине М7 федераци çулĕ çинче Шупашкар районĕнчи Çырмапуç ялĕ çывăхĕнче авари пулнă. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «ГАЗель» çуран çӳрекенсем каçакан вырăн тĕлĕнче чарӑннӑ. Хыҫалта пыракан «Шевроле» ун ҫине пырса кӗнӗ. Инкекре «Çĕрпӳ хыпарçи» хаçат водителĕ вилнĕ. Çумра ларса пыракан 32 ҫулти пассажир, хӗрарӑм, чӗрӗ юлнӑ, ăна тӳрех больницăна ăсатнă. Çăмăл автомашина водителĕ Евгений Павлов 34 ҫулта пулнӑ. Унӑн икӗ пӗчӗк ачи халĕ тăлăха юлнӑ. Эпир, Чăваш Ен телекуравĕн ĕçченĕсем, Евгений Павловăн тăванĕсемпе тарăннăн хурланни çинчен пĕлтеретпĕр. Çул çӳрев инспекторĕсем водительсене асăрхануллă пулма ыйтаççĕ. Кĕркунне час-часах таврана тĕтре карса илет, çул çинчи лару-тăрăва туллин сăнама йывăртарах. Йĕпе-сапара техника та хăйне çул çинче урăхларах тытать. Тимлĕх пирки пĕр самантлăха та манас марччĕ. РУСЛАН САЙФУТДИНОВ: «Юлташ, ĕçтеш, тус-тантăш. Женя пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Ун пирки иртнĕ вăхăтра калама çав тери йывăр. Вăл калама çук савăнăçлă, пуринпе те пĕр сăмах тупма пултаракан çынччĕ, вăл шанчăклă тусчĕ, вăл хăйĕн ачисене, мăшăрне çав тери юрататчĕ. Ăна яланах шанма пулатчĕ, вăл яланах пулăшма хатĕрччĕ, анчах та, шел пулин те, ĕмĕрĕ вăрăм пулмарĕ унăн. Паян унăн килне, унăн тăванĕсем патне, унăн çемйине çав тери хурлăхлă та йывăр хыпар килсе çитрĕ. Эпир пурте çывăх çыннисемпе, тăванĕсемпе пĕрле хурланни çинчен пĕлтеретпĕр. Унăн çутă сăнарĕ пирĕн чĕрере, пирĕн асра яланах пулĕ».

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later