Çĕнĕ çул парниллĕ пулчĕç. Сăмах тăвайсем пирки пырать. Тăвай салинче районти культура çуртне уçрĕç. Икĕ çул тĕплĕ юсав хыççăн культура вучахне паллама та çук – шалтан та тултан тĕппипех улшăннă. Савăнăçлă уявра Алексей Зотиков репортер та пулчĕ. Культура çуртĕнче юрă шăранать, кĕвĕ янăрать. Çак саманта тăвайсем та икĕ çул кĕтнĕ. Тĕплĕ юсава темиçе тапхăрпа ирттернĕ. Иртнĕ çулта тăрă юсанă, чӳречесене улăштарнă, çурт тулашне хăт кĕртнĕ. Кăçал вара шалти ĕçсене пурнăçланă. Ăшă тытăмне, электричество пралукĕсене улăштарнă, шыв кĕмелли тата юхса тухмалли пăрăхсене çĕнетнĕ тата ытти те. Тĕплĕ юсав ирттерме икĕ çулта 33 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. Чăнах та, культура çурчĕ тĕппипех улшăннă. Кунта кĕрсен чун савăнать. Кашни тăваткал метр лаптăкра пултаруллăх туптанать. – Çак кермен тĕпрен юсанă хыççăн çĕнĕрен тунă пекех. Пурте савăнатпăр паян. Ĕçе çакăн пек туни хальхи вăхăтра питĕ кирлĕ. Хуть те мĕнле ĕçе пуçласасăн та, паллах, ăна чăн малтанах вăхăтра туса пĕтермелле. Тепĕр енчен çынсене усăллă тумалла. Вĕсене ну
Hide player controls
Hide resume playing