ПИРĔН УРАМ АНАТАЛЛА Пирĕн урам анаталла, Шуса анать пĕр ҫуна; Эп урампа иртнĕ чухне Ĕрсе юлать хĕрача. И, ҫил вĕрет, ҫил вĕрет те, Ҫил ҫĕклентерсе ярать; Чĕрипеле чӑтаймасӑр Йĕрсе юрласа ярать. Кĕпер ҫине шыв илет те- Шур кĕпине кам илет? Савни савнине илет те, Савманнине кам илет? Шурӑ пӳрте кĕрĕттĕм те Ура салтса ҫӳрĕттĕм. Савни ҫумне ларӑттӑм та Сар ҫу пекех ир(ĕ)лĕттĕм. Сар кайӑксем юрлаҫҫĕ те Тул ҫутӑлнӑ вӑхӑтра. Юрлама мар йĕрсе ярӑн Аса килнĕ вӑхӑтра. Ҫĕнĕ кĕлет умĕнче те Шӑнтӑм, савни, кĕрĕкне пар. Автан ав(ӑ)тать, тул ҫутӑлать, Кая(тӑ)п, савни, ална пар. Асран кайми юрӑ.
Hide player controls
Hide resume playing