Чăваш Енре çамрăк корреспондентсен слёчĕ иртрĕ. Йăлана кĕнĕ тĕл пулăва «Хыпар» издательство çурчĕ ирттерчĕ. Унта пĕчĕкренех сăвă-калав, тĕрленчĕк шăрçалама кăмăллакан, ӳкерме юратакан 100-е яхăн ача пуçтарăнчĕ. Пысăк уява пирĕн ĕçтешсем те хутшăнчĕç. Вĕсем калем ăстисене ача-пăча телекăларăмĕсене хатĕрлес ĕçĕн хăш-пĕр вăрттанлăхĕсене уçса пачĕç. «Тантăш» хаçат «Пионер сасси» ятпа 1931-мĕш çулта тухма пуçланă. Вăл калем ăстисене пирвайхи утăмсем тума пулăшакан кăларам. Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакан чылай журналист ача чухне хăйĕн пултарулăхне çак хаçатра туптанă. ТАТЬЯНА ВАШУРКИНА: «Чăваш чĕлхи пулсассăн çĕр пин сăмах та, çĕр пин юрă та, çĕр пин тĕрĕ те сыхланса юлма пултарать. «Тантăш» хаçат редакцийĕн юнкорĕсем шăпах чăваш чĕлхине сыхласа хăварма пулăшаççĕ пире. Ачасемпе эпир мĕн пĕчĕкрен ĕçлеме пуçлатпăр, ача садĕнченех, малтан вĕсем «Тетте» журанала хайсен сăн ӳкерчĕкĕсене ярса тăраççĕ, каярахпа вара шкула çӳреме пуçласассăн «Тантăш» хаçатпа туслашаççĕ». Слётра «Тантăш» хаçатăн лауреачĕсене палăртрĕç. Çак сумлă ята хальхинче Патăрьел тăрăхĕнчи Пăлапуç Пашьел шкулĕн вĕренекенĕ Ксения Степанова та çĕнсе илчĕ. Вăл Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн Михаил Степановăн аллинчен хисеп хучĕпе парнене тивĕçрĕ. Ксюша ытларах шухăша яракан калавсем шăрçалать. Çитĕнекен ăру ырă çулпа уттăр тесе тăрăшать вăл. КСЕНИЯ СТЕПАНОВА: «Калавсене пичетленĕшĕн эпĕ питĕ хавас. Вăл маншăн питĕ пысăк çитĕнӳ тата «Тантăш» хаçат мана журналистика енпе пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă. Переменăсенче е килте, çывăрас умĕн е ирхине ирех-и, яланах заметка çырма ларатăп, мĕншĕн тесен ман тата та пичетлес килет, çынсене хамăн калавсене кăтартас килет». Пулас калем ăстисем слетра пĕлӳ кутамккине те тултарма пултарчĕç. Вĕсем валли ăсталăх лаççисем ĕçлерĕç. Ачасем телефонпа хитре сăн ӳкерчĕк тăвас, кăсăклă постсем хатĕрлес, юрă юрлас, тĕрĕ тĕрлес, вĕтĕ шăрçапа ĕçлес енсен вăрттăнлăхĕсене ăша хыврĕç. Çитĕнсен тележурналист пулас кăмăллисене вара ĕмĕчĕ-тĕллевĕ патне çывхарма эпир пулăшрăмăр. Ачасем кăсăклă темăсем суйласа репортаж ӳкерме вĕренчĕç, калаçу чĕлхинче тăтăшах яракан йăнăшсенчен хăтăлмаллин мелсене тишкерчĕç. Çамрăк корреспондентсен слётне килекенсен йышĕ çулсеренех ӳссе пырать. Эппин, чăваш журналистикин пуласлăхĕ çутă-ха.
Hide player controls
Hide resume playing