Myvideo

Guest

Login

Чваш Республикин прремш Президенчн н кнекипе паллашр

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче вулавăшсем хăйсен пĕлтерĕшне çухатмалла мар. Çапла пултăр тесе тăрăшаççĕ те республикăри библиотека ĕçченĕсем. Аталану çул-йĕрне, цифра трансформацийĕн ĕçне вĕсем республикăри мастер-форумра сӳтсе яваççĕ. Тĕл пулăвăн пĕрремĕш кунĕнче вулавăш ĕçченĕсем Раççей Федерацийĕн сенаторĕн, Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕн, Николай Фёдоровăн «Во дни сомнений» кĕнекипе те паллашрĕç. Вулавăш мĕнлерех атланасси пӳлĕмрен те, юсавран та мар, чи малтанах унта тăрăшакансенчен килет. Çавăнпа та кĕнеке культурин управçисен çĕнĕ технологисене алла илме, проектсене пурнăçа кĕртме пĕлмелле. НАДЕЖДА ЕГОРОВА: «Креативлă шухăшсене ăçтан илмелле? Креативлă пулма пултаратпăр-и эпир? Çавăн пирки те пирĕн ĕçлĕ калаçу пулĕ. Çавăн пекех çĕнĕ кĕнекесем. Вĕсемпе мĕнле ĕçлемелли çинчен, электронлă документсемпе мĕнле ĕçлемелли çинчен, вĕсене мĕнле упраса хăвармалла. Паллах, кашни бибилотека тĕрлĕ тĕслĕ пулмалла, вĕсем интереслĕрех ĕçлемелле, пĕри тепринчен лайăхрах ĕçлемелле». Республикăра вулавăшсен аталанăвĕн стратегийĕ те ĕçлет. Вăл 2030-мĕш çулчченех пурнăçа кĕрсе пырать. Пĕлтерĕшлĕ документ ял-хулана çĕнĕлĕхсемпе пуянлатма та май парать. ИННА ЯДРОВА: «Культура» наци проектне хутшăнса Комсомольски муниципаллă округĕнчи тĕп библиотека 10 миллион тенкĕ выляса илме пултарнă. Паянхи куна çак укçасемпе эпир çĕнĕ кĕнексем илетпĕр тата юсав ĕçĕсем ирттертпĕр, çĕнĕ техника, çĕнĕ оборудовани илетпĕр. Çакăн пек условисем, çĕнĕ майсем шырани вăл питĕ тухăçлă япала, халăхшăн питĕ лайăх шутланать». Форума пуçтарăннисен асĕнче Раççей Федерацийĕн сенаторĕн, Николай Фёдоровăн «Во дни сомнений» кĕнекипе паллаштарни те юлĕ. Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ ăна хăйĕн ашшĕне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин салтакне Василий Фёдорова халалласа çырнă. НИКОЛАЙ ФЁДОРОВ: «Кĕнкесем çырмасăр пурăнма йывăртарах. Питĕ чун-чĕререн тепĕр чухне ыйтать, каласа пар-ха тет, мĕн пулнă, мĕн пулма пултарать, мĕн пире хăратать, мĕн пире ĕмĕтленме пулăшать? Çав ыйтусем йĕри-тавра манăн шухăш-кăмăл, мĕн пур чĕрере – çавна çыратăп та». Вăрçă тата тăнăçлăх, ирĕклĕх, культура, пуласлăх. Çак тата ытти ыйтăва уçса пама тăрăшнă автор. Форумра Николай Фёдоров регионти вулавăшсене 500 экземпляр кĕнеке парнелине çирĕплетекен сертификата Чăваш Республикин наци вулавăшĕн ертӳçине, Роза Лизаковăна пачĕ. Эппин, çитес вăхăтра «Во дни сомнений» кĕнекепе республикăра пурăнакансем те паллашма пултарĕç.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later