Myvideo

Guest

Login

Археологсем Асл Таяпа хулашне тпче

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Елчĕк тăрăхĕнчи Аслă Таяпа ялĕ çумĕнчи авалхи хулаша ăсчахсем малаллах тĕпчеççĕ. Археологи экспедицине, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕсем патне Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров та çитрĕ. Палăртса хăвармалла, тупнă япаласем хушшинче 10-13-мĕш ӗмӗрти интереслӗ экспонатсем сахал мар. Ăсчахсем палăрнă тăрăх, 28 гектар йышăнакан хулаша 1213-мĕш çулта пăлхарсем йĕркеленĕ.Малтанхи тĕпчевçĕсем ку вырăнта кирпĕчпе купаланă никĕс, пуян çын пурăннă çурт стенин пĕр пайне тупнă. Унсăр пуçне чÿлмек катăкĕсем, тимĕртен тунă хуçалăхра кирлĕ япаласем, вăрçăра усă курнă сăнă, çĕçĕ тата ытти ăпăр-тапăр чавса кăларнă пулнă. ЕВГЕНИЙ МИХАЙЛОВ: «Хула территорине хальлĕхе сахалрах тĕпченĕ, анчах та калама пултаратпăр, ку пысăк культурăллă хула пулнă хăй вăхăтĕнче. Пăлар хулисенчен пĕри, Атăл ку енчи территорийĕнче. Вĕсен хăйсен мунчи те пулнă. Кăçал пысăк тĕпчев ĕçĕсем ирттертĕмĕр çак вĕсен пулнă кил-таврашне тĕпчерĕмĕр. Пураш культурин япалисене нумай тупрăмăр. Тăм-чӳлмек катăкĕсем нумайрах ĕнтĕ паллах. Тата каламалла кунта хула 11-мĕш-13-мĕш ĕмер пуçламăшĕнче пулнă. Ун хыççăн тата кунта Аслă Таяпа ялĕ 17-мĕш ĕмерте пулса каять. Кунта Аслă Таяпа тата ытти ялсем килнĕ – киремет вырăнĕ пулнă вĕсен. Киремет укçисем тупатпăр эпир кашни çулах“. Ку экспедици тӗллевӗ – хулашри шалти вала малалла тӗпчесси. Мĕншĕн тесен çак вырăн шăпах та варринче вырăнаçнă лапамран ӳсме пуçланă. АЛИНА ПЕТРОВА: «Эпир икĕ эрне хушшинче палаткăсенче пурăнатпăр. Пире питĕ килĕшет. Кăштах сивĕрех пулсан та çак япаласем пире тата вăйлăрах çывăхлантараççĕ студентсем хушшинче». Тӗпчевсем чӑваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчӗн наука ӗҫченӗсем тата студентсем хутшăннипе иртеççĕ. Тольятти,Тутарстан тата Чăваш Республикинчи пĕлӳ учрежденийĕсенче вĕренекенсем кунта археологи практикине тухаççĕ. Вĕсен ĕç-хĕлĕпе Елчĕк тăрăхĕнчи шкулсенчи «Патриот» шырав ушкăнне кĕрекен ачасем те экскурсине килсе паллашрĕç. ВЛАДИМИР МАЛОВ: «Пирĕн Елчĕк районĕнче вĕренекен шкул ачисем кашни çулах çак улаш çине килсе курма тăрашаççĕ. Мĕншĕн тесессĕн кашни çул çак хулаш çинче тĕрлĕрен, хальччен пулман, хальччен илтмен япаласене тупса, кăтартса çакăнта килекен ученыйсем хăйсен ĕçĕсемпе тĕлĕнтереççĕ. Çавăнпа та çак улаша малалла аталантарасчĕ, тĕпчесчĕ. Унти кăсăклăĕ япаласемпе паллашса хамăр республикăра экскурси е тĕпчемелли пысăк участок туса хурса яланах курса çӳреме тăрăшасчĕ. Мĕншĕн тесессĕн пире те, çакăнта пурăнакан çынсене те, ачасене те вăл питĕ интереслĕ». МАРИЯ АДЮКОВА: «Паянхи экскурси мана питĕ килĕшрĕ. Паян эпир питĕ нумай çĕннине пĕлтĕмĕр. Çак вырăнта пин çул каялла хула пулнине пĕлтĕмĕр. Паяни куна эпĕ нихăçан та манса каймастăп, мĕншĕн тесен паянхи кун маншăн питĕ усăллă пулчĕ». Аслă Таяпа çумĕнчи хулаша археологсем Ылтăн Урта вăхăтĕчченхи тапхăрпа палăртаççĕ. Хулаш – пысăк пĕлтерĕшлĕ истори палăкĕ. Вăл тăван халăхăн аваллăхне çеç мар, пуласлăхне те кăтартакан вырăн.

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later