Myvideo

Guest

Login

Апат-им паха пулмалла

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

Çĕнĕ çулччен – 30 кун юлчĕ. Кашни çемье сĕтеле тĕрлĕ салатсемпе пуянлатать. Пахалăхсăр апат-çимĕç çын сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Çакна сирес тĕллевпе Раççей Президенчĕ Владимир Путин Прокуратура ĕçченĕсене суту-илӳ çурчĕсенче тĕрĕслев ирттерме хушнă. Чăваш Енри лавккасене те паян прокуратура ĕçченĕсем çитрĕç. Прокуратура ĕçченĕсене пур документ та кăсăклантарать. Саккуна пăхăннине вĕсем кашни хутрах тимлеççĕ. Таварăн, апат-çимĕçĕн усă курмалли срок тухманнине, упрамалли йĕркене пăхăннине тата ытти те. Тĕрĕслекенсем малтан таварсем мĕнле упранине, тирпейлемелли хатĕр-хĕтĕре ăçта тытнине пăхрĕç. Тĕрĕс апатланинчен çынсен сывлăхĕ килет. Эппин, лавкка сентрисенче паха çимĕç пулмалла. Юлашки вăхăтра – пăнтăхнă апат-çимĕç çисе шар куракансем сахал мар пулнă. Çакна кура саккуна тимлекенсен ĕçĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. ЛЮДМИЛА ДМИТРИЕВА: «Калинин прокуратура ĕçченĕсем республикăри лавккасене тĕрĕслеççĕ. Вĕсенче саккун пăснă тĕслĕхсем пур. Сăмахран, улма-çырла çĕрни, сĕт-çу продукцине сивĕтмĕшре упраманни,

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later