«Хамăрăннине парăр!» Çак сăмахсене пасар-лавккасенче, суту-илÿ вырăнĕсенче кулленех илтме пулать. Тутлă, паха, йÿнĕ апат-çимĕç, акмалли-лартмалли вăрлăх туянас текенсем кану кунĕсенче ял хуçалăх продукцине сутакан ярмăрккăсене çитсе килчĕç. Кунашкал лапамсем республикăри 39 çĕрте ĕçлерĕç. Юлия Адюкова та ярмăрккара сутакан таварсемпе паллашрĕ. Ура пусма та вырăн çук. «Шупашкар» суту-илÿ центрĕ çывăхĕнчи ярмăрккăра черет тăрса тавар илеççĕ. Йĕпе юр çуни те халăхшăн чăрмав мар. Ирхине 9-сехетренпех пахча-çимĕç, ÿсен-тăран вăрлăхĕсем, аш-какайпа сĕт-çу продукцине илекен йышлă. ЕЛИЗАВЕТА ОРЛОВА: «Купăстине илеççĕ, çĕр улми илчĕç, кишĕр сутса пĕтертĕм&
Hide player controls
Hide resume playing