Чăваш Енре мăсăльмансен тата тĕрĕк халăхĕсен чи пысăк уявне - Навруза паян паллă тăваççĕ. Хĕвел тухăç календарĕпе ку уяв çĕнĕ çул çитнине пĕлтерет. Çут тĕнче хĕл ыйхинчен вăраннă вăхăтра Навруза паллă тăвакан халăхсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса каçару ыйтаççĕ, туслă пурăнма тупа тăваççĕ. Мĕнле уявлаççĕ-ха çак куна Чăваш Енре? Нарăс, Навруз, Новруз, Наурыз. Тĕрлĕ халăх чĕлхинче вăл пĕрешкел илтĕнет. Чăваш Енре 100 ытла наци пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать. Вĕсенчен чылайăшĕ наци-культура пĕрлĕхне йĕркеленĕ. Хăйсен ырă йăлисене тытса пыма тăрăшаççĕ. Сĕтел вара тĕрлĕ апат-çимĕçпе пуян. Пĕр уяв та пловсăр иртмест. Уявра вăл тĕп вырăнта. Унта риссăр пуçне айва, пăрçа, иçĕм çырли, çăмарта тата ытти тутлăлăх ярса пĕçернĕ. Суманак та пĕçереççĕ. Ку тепĕр пылак пăтă. Ăна тулă пĕрчинчен шăтнă калчаран хатĕрлеççĕ. Иран чак-чакĕ, гранат шерпечĕ тата ытти пылак çимĕç кунта туллиех. Вĕсене хаклă хăнасем те хаваспах ас тиврĕç. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Пирĕн çак туслăх çуртĕнче пухăннă тĕрлĕ халăхсен хăйсен костюмĕсемпе хăйсен кухнине кăтартаççĕ. Паллах та, вăл пирĕншĕн питĕ паха, мĕншĕн тесен çак лăпкă лару-тăрăва пирĕн сыхласа хăвармалла. Эпир пĕр-пĕрне саламласа, пĕр-пĕрне хисеплессесĕн пурнăç та лайăхрах пуле тесе шутлатпăр». Уява килнисем хăйсен юрри-ташшипе тĕлĕнтерме тата йăлисемпе паллаштарма тăрăшрĕç. Тĕлĕнмелле музыка хатĕрĕсем мĕнле сас кăларнине илтме май пулчĕ кунта. ГАЛИНА ИВАНОВА: «Уявра 1-мĕш хут. Питĕ интереслĕ, тĕлĕнмелле. Кунта савăнăçлă. Уяв пырать. Кашни тĕрлĕ тĕслĕ халахă апат-çимĕçĕпе, хăйĕн культурипе хăйсен юрри-ташшисем питĕ хитре хамăр Вăрнар тăрăх юрă-ташăпа савăнтарма килтĕмĕр». Кашни халăх тăван çĕршывĕнчен аякра пурăнать пулин те хăйĕн чĕлхине, йăли-йĕркине упрама, аталантарма тăрăшать.
Hide player controls
Hide resume playing