Чӑваш ҫӗрӗ, хӑйӗн ҫӗр пин юрри-ташшипе чапа тухнӑскер, мӗн авалтанах тӗрлӗ музыка инструменчĕ ӑсталас тата вĕсемпе калас тӗлӗшпе палăрнă. Шел те, кĕвĕ инструменчĕсенчен чылайăшĕ паян манăçа тухса пырать. Шăпах вĕсем, ламран лама куçакан кĕвĕ хатĕрĕсем пăрахăçа ан тухчĕр тесе Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕ «Ялтан яла янратăр купăс!» радиоконкурс пуçарса янă. Ăна Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă.
Hide player controls
Hide resume playing