Кӳлĕсене тасатаççĕ, çулсене такăрлатаççĕ, ача-пăча лапамĕсем хатĕрлеççĕ. Халăх пуçарăвĕпе республикăра кăçал 1021 проект пурнăçланмалла. Тăвай тăрăхĕнче те нумай ĕç тума палăртнă. Асăннă пуçарупа кăçал 86 проект хатĕрленĕ. 65 миллион тенкĕлĕх ĕçсене пурнăçламалла. Палăртнинчен çурри ытларахăшне вĕçленĕ. Çывăх вăхăтра юлашки 11 вырăнта ĕçсем пĕтмелле. Виçĕ вырăнта вара клуб çĕклеççĕ. Ял клубĕ мĕнлерех пулать-ха? Çакна Алина Сусметова лайăх пĕлет.
Hide player controls
Hide resume playing