Lyrics by Chuvash poet Ille Tuktash written in 1945. Video has translation in English. Эсĕ пурнăç пулсан эпĕ тĕлĕк пулам! Вăрттăн каç шăплăхне хускатмасăр сывлам. Ватăлми чĕрене канăç çитнĕ чухне Сан чунна асамла телейпе хумхатам. Эсĕ ĕмĕт пулсан эпĕ шухăш пулам! Çиçĕм пек васкаса сан хыçран хăвалам. Эп сана, юмахри тĕнчене куçарса, Юрату шерпетне астивсе пăхтарам. Эсĕ тинĕс пулсан эп ун хумĕ пулам! Тăвăлпа тулхăрса хĕвелпе çуталам. Палкаса тăракан аслă пурнăç çинчен Манăçми юрăсем юрласа хăварам. Эсĕ мăкăнь пулсан эп пыл хурчĕ пулам! Çеçкӳне çунатпа сĕртĕнсе ачашлам. Чĕрери тунсăха çилпеле вĕçтерсе Виличчен юратма
Hide player controls
Hide resume playing