Чăваш Ен мĕн авалтан хăмла çитĕнтерес тĕлĕшпе палăрнă. Ку культурăна маларах кашни хуçалăхра ӳстернĕ. Паян ку ĕçпе республикăра 5 предприяти тăрăшать. Ытларах вăрнарсем, çĕрпÿсем, вăрмарсем, етĕрнесем тĕплĕ ĕçлеççĕ. Анчах та хăмла отрасальне малалла аталантарма техника хатĕрĕсем кивелни ура хурать. Ытти ыйтусем те чылай. Хăмла тытăмне аталантарас ĕçе эрнекун Правительство шайĕнче сӳтсе яврĕç.
Hide player controls
Hide resume playing