Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать-те, Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать. Шыв юхать-те, Шыв юхать-те, чул юлать. Шухăшлар-ха тăвансем-те, Шухăшлар-ха тăвансем. Ĕмĕр иртет, Ĕмĕр иртет, кун юлать. Çул вĕçĕ-те ватă юман-та, Çул вĕçĕ-те ватă юман. Харăс тăрса, Харăс тăрса касар-и? Эпир пурте пĕртăван-та, Эпир пурте пĕртăван. Харăс тăрса , Харăс тăрса юрлар-и ? Çăка çулçи çавăрата-та, Çăка çулçи çавăрата. Мĕн каласа, Мĕн каласа çырнă –ши? Эпир кунтан кайсассăн-та, Эпир кунтан кайсассăн. Мĕн каласа, Мĕн каласа юрлĕс –ши?
Hide player controls
Hide resume playing