Паттӑр Елчӗк тӑрӑхӗнчи Тӳскел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 23 ҫулти взвод командирӗ хӑйне шеллемесӗр тӑшмана тӗп тунӑ. Юлашки ҫапӑҫура юлташӗсене ҫӑлассишӗн хӑюллӑн тӑнӑ, анчах та йывӑр аманса ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Геройӗн Ҫӑлтӑрне Николай Петровӑн ашшӗ-амӑшне пачӗ. Наградӑна паттӑрӑн тӑван шкулне илсе ҫитерчӗҫ.
Hide player controls
Hide resume playing