Чăваш Республикинче тăваттăмĕш çул социаллă контракт проект пурнăçланать. Çак тапхăрта патшалăх пулăшнипе икĕ пин çурă çын хăйсен ĕçне пуçарнă. Вĕсен йышĕнче Алексей Стихарюк ăстаçă та. Вăл йывăçран сĕтел-пукан, çӳлĕк, шкаф тата ыттине те хатĕрлет. Юратнă ĕçрен пуçарнă услам халĕ çемьене тупăш кӳрет. Алексей Стихарюк ачаранпах йывăçран тĕрлĕ хатĕр касса кăларма юратнă. Шкулта чухнех вăл тетте хатĕрленĕ. Авлансан çемье çавăрсан хĕрне çуралнă кунĕнче вăл пысăк хунар парнеленĕ. Ăна, паллах, хăйĕн аллипе ăсталанă. Малтанах хатĕрсене тĕп ĕç хыççăн каснă. Саккассем нумайланнипе Алексей унтан кайма шутлать. Халĕ унăн хăйĕн столяр мастерскойĕ. Услам ĕçĕнче Алексея юратнă мăшăрĕ пулăшса пырать. ЛЮДМИЛА СТИХАРЮК: «Эпир мăшăрпа ĕçлетпĕр. Эпĕ ăна вак тĕвек ĕçпе пулăшатăп. Çак ĕçпе эпир 6-мĕш çул пĕрле ĕçлетпĕр. Оборудовани, укçа-тенкĕ те çитсех пыраймасть. Упăшка икĕ çул каялла социаллă контракт пирки пĕлчĕ. Пире 250 000 тенкĕ укçа пачĕç. Çав укçапа эпир оборудоавани илтĕмĕр». Патшалăх панă укçапа якатмалли, тикĕслемелли станоксем тата пӳлĕме тасатмалли хатĕр туяннă. Илнĕ оборудовани ĕçе чылай çăмăллатать. Алексейпа мăшăрĕ хăйне евĕрлĕ япаласем хатĕрлеççĕ. Вĕсем вылямалли тимĕр утсем вырнаçтармалли сентресем ăсталаççĕ. ЛЮДМИЛА СТИХАРЮК: «Халь эпир парковкăсем тăватпăр. Ачасем валли тетесем. Ку пысăк тетте – парковка. Чи пĕрремĕш экземпляр. Халь пысăраххисене тăватпăр. Унта пĕтĕм электроникăпа светофор та пур, полици участокĕ те, АЗС, шиномонтаж – пĕтĕмпех пур». Хатĕр теттесене ытларах республика тулашне ăсатаççĕ. Ют çĕршывсенчен саккас тăвакансем те пур. «Социаллă контракт» проектпа килĕшӳллĕн услам ĕçне пуçарма халĕ 350 000 тенкĕ, хушма хуçалăха аталантарма 200 000 тенкĕ параççĕ. АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Услам ĕçне пуçарса янă çынсем хушшинче хăйсен юратнă ĕçне, ăсталăхне никĕсе хурса тупăша ӳстерес пулăмсем чылай ĕнтĕ. Вĕсем хушшинче ытларах кукăль-çăмах пĕçересси, çӳç касасси, илем кӳресси тата ял хушшинче каласан харпăр хăй хуçалăхĕнче сĕт-турăх пуçтарса тирпейлесси, çĕнĕ чылай тупăш тăвасси пирки каласа хăвармалла». Кăçал та ĕç пуçаракансен шучĕ сахал мар. Хальлĕхе 500-е яхăн. Çулталăк вĕçлениччен ку хисеп ӳсессинче иккĕленмеççĕ социаллă хӳтлĕх пайĕн ĕçченĕсем.
Hide player controls
Hide resume playing