«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту халăх кĕтекен чи юратнă спорт уявĕсенчен пĕри. Кăçал вăл нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртĕ. Унта хутшăнас текенсем халех онлайн-мелпе регистрациленме пултараççĕ. Йĕлтĕр сыракансен вакцинаци тутарнине ĕнентерекен сертифкат е кăшăллă вирус çуккине палăртакан тест кăтартăвĕсем пулмалла. Муркаш районĕнчи Çатракасси ялĕнчи Григорьевсен çемйи «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва кашни çулах хутшăнать. Кăçал та ăмăртăва кил-йыш пĕр тренировка сиктермесĕр хатĕрленет. Юлия Адюкова репортер та вĕсемпе пĕрле йĕлтĕр сырса вăрмана уçăлма тухрĕ. Кунсеренех аслисем ĕçрен, ачасем шкултан таврăнсан Григорьевсем йĕлтĕр сырса вăрмана тухаççĕ. Çак ырă йăлана кил-йыш пуçĕ – Евгений темиçе çул каяллах пуçарнă: малтан вăл мăшăрĕпе ăмăртмалла ярăннă пулсан, кайран, çемье йышлансан, юратнă хĕрĕсемпе ывăлне ăмăртусене хатĕрлеме те тытăннă. ЕВГЕНИЙ ГРИГОРЬЕВ: «Манăн мăшăр та йĕлтĕрпе ярăнма юратнă, çавăнта эпир паллашнă та тесе шутлатăп, ачасем те халĕ йĕлтĕрпе ярăнма юратаççĕ, хамăра пăхса, хамăра килĕштерсе пулĕ. Йĕлтĕр
Hide player controls
Hide resume playing