Кашни тарават кил хуçиех Çĕнĕ çул уявне пуян сĕтел хатĕрлеме тăрăшать. Кĕркене пуçтарăнакансене асра юлакан апат-çимĕçпе сăйлама Камчатка пуллипе вăлчи пулăшаççĕ. Вĕсене Шупашкарти регионсен хушшинчи суту-илӳпе курав центрĕнче туянма пулать. Тутлă та усăллă, тĕрлĕ микроэлементпа пуян çимĕçсене туянас кăмăллисем йышлă. Черет тăма пĕрин хыççăн тепри васкать. Камчатка пуянлăхĕ Çĕнĕ çул сĕтелне илемлетсе пахалатма пултарнине кашниех чухлать. ЛАРИСА АЛЕКСЕЕВА: «Икра илесшĕн. Тутлă, лайăх, питĕ килĕшет». Лариса Алексеева пулă вăлчипе тĕрлĕ салата илемлетсшĕн пулсан Николай Петров вара хĕл кунĕсенче Омега-3 витаминпа сывлăхне çирĕплетесшĕн. НИКОЛАЙ ПЕТРОВ: «Чавыча, палтус. Тутлă, пит
Hide player controls
Hide resume playing