Чăваш Енре пурăнакансем ял ипотекипе усă курса пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пултараççĕ. Кăçал унта улшăнусем кĕртнĕ. Халĕ çак программăпа 3 миллион тенкĕ çеç мар, 6 миллион тенкĕ илме юрать. Çак укçана ялсенче вырнаçнă пилĕк хутран сахалрах çуртсенче хваттер туяннă çĕре яма та ирĕк панă. Республикăра пурăнакансем ял ипотекипе анлă усă курма тăрăшаççĕ. Программа ĕçлеме пуçланăранпа укçа калăпăшĕ 2 миллиард та 300 миллион тенкĕрен иртнĕ. Ял ипотекин программи пин те тăват çĕр çемьене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшнă. Кредита илес текенсем валли çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Малтан вĕсем 3 миллион тенкĕ çеç илме пултарнă пулсан, халĕ 6 миллион тенкĕ параççĕ. Çак ипотекăпа çынсем ялсенче вырнаçнă 5 хутран сахалрах çуртсенче хваттер туянма та пултараççĕ. Çапах та, хваттерсем республикăри ял хуçалăх министерстви палăртнă вырăнсенче тата унта пурăнакансен шучĕ 30 пине яхăн пулмаллине шута илмелле. Паллах, кĕртнĕ улшăнусем ялсенчи куçман пурлăха туянма майсене те пысăклатать. Ку программăпа хулара пурăнакансен те усă курма май пур. Çапах та ятарлă йĕркесене пăхăнмалла: ҫуртне ял ҫӗрӗ çинче туса лартмалла, çав çуртра ăна илекенĕн 5 çул унта пурăннă пек шутланмалла. Палăртса хăваратпăр, ял ипотекине илес текенсенчен заявкăсем йышăнма пуçланă.
Hide player controls
Hide resume playing