Патшалӑх пулӑшӑвӗ ялта пурӑнсах аталанма, тупӑш тума май парать. 4 ҫулта Чӑваш Енри 77 фермер “Перспектива“ грантпа усӑ курнӑ. Ку вӑл - республика хыснинчен уйӑракан укҫа-тенкӗ. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен “Санккино“ сыр заводне хута яракансем те ҫак меслетпех ал-ура ҫавӑрса янӑ.
Hide player controls
Hide resume playing