🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Сăрапа ĕçлес тесен Раççейре сакăр пин тонна яхăн хăмла кирлĕ. Симĕс ылтăна вара çĕршывра 200 тонна кăна туса илеççĕ. Хăмла туса илмелли лаптăксене анлăлатма мĕнле хавхалантармалла? Чарусен тапхăрĕнче мĕнле аталанмалла? Çак тата ытти ыйтăва паян ятарлă çавра сĕтелре сӳтсе яврĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕршывра виçĕ пин тонна хăмла туса илнĕ. Раççее ют патшалăхри сăра тăвакан пысăк пĕрлешӳсем килсен лару-тăру улшăннă. Вĕсем хăйсен симĕс ылтăнне усă курнă. Раççейре туса илекен хăмла никама та кирлĕ пулман. Тăван çĕршыври сăра предприятисем те хупăнса пынă. Хальхи вăхăтра чылай ют патшалăх пире хирĕç чарусем кĕртнĕ. Çитес вăхăтра хăмла сутма та пăрахма пултараççĕ. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Пирĕн çак хăмла отрасльне хамăрах пĕтернĕ. Çак комбайнсем складсем пурччĕ, хамăрах тимĕре парса пĕтернĕ. Çĕнни килсе ĕçлеттерсе ярас пулсан вĕсен çак проектсен тухăçлăхĕ вăл 15-17 çул. Паллах, нимĕнле усламçă та ун чухлĕ укçине чиксе хумасть. Халь пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри çак çĕнĕ оборудовани тума. Хăшне-пĕрне хамăр çĕршывра тăвайрăмăр. Хăшне-пĕрне ют çĕршывран илсе килсе пăхатпăр. Санккци кĕрмтен çĕршывсенчен. Çак проектсем пиллĕк çул хушшинче вĕсем хунă укçана каялла ĕçлесе илме пуçламалла предприятиясен». Çак тĕллеве пурнăçлама Чăваш Енре пĕтем май туса панă темелле. Ял хуçалăх тытăмне аталантарма 70 ытла тĕрев ĕçлет. Хăмла ӳстерме те çăмăллăхсем пур. Сăмахран, хăмла хунавĕсене лартнăшăн тата пăхса тухнăшăн патшалăх тăкаксен 80 процентне саплаштарать. Тирпейлемелли хатĕрсене илсен çуррине, шăвармалли оборудованине вырнаçтарсан хакĕн 70 процентне каяллла тавăрса параççĕ. ВАЛЕРИЙ ГЕРАСИМОВ: «Патшалăх пулăшу парать. Кашни çулах субсидисем илетпĕр, плантацисем тунăшăн илетпĕр. Хăмла сутнăшăн илетпĕр. Лартнăшăн тӳлеççĕ. Техникăшăн та пур». Çапах кунта та йывăрлăхсем пур. Тĕслĕхрен, хунавсем лартнин тăкакĕсене илес тесен сертификат тутармалла. Чăваш Енре çак ĕçе пурнăçлакансем çук иккен. БОРИС СЕМЕНОВ: «Хăмла татакан комбайнпа сушилкăна Чăваш Енре тума вĕренсе çитеймерĕç. Çавăнпа вĕсене тумасан хăмлана темле тăрăшсан та аталантарма йывăртăрах пулать. Ăна ĕлĕкхипех алпа татакакнсене тупма йывăртăрах». Хăмла ӳстерессинче, чăнах та, çивĕч ыйту нумай. Кун пирки Сергей Артамонов çавра сĕтел пуçламăшĕнчех каларĕ. Çакна шута илсе çывăх вăхăтра тепре тĕл пулассине пĕлтерчĕ вăл
Hide player controls
Hide resume playing