🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Вăрман чуна та, ӳте те сиплет тесе ахальтен каламан. Тĕрлĕ йывăçпа, сăмала-сухăрпа, кăмпа-çырлапа пуян вăл. Çуркунне çитсенех вăрман ырлăхĕпе усă курма пуçлать çын. Анчах кунта та хăйĕн йĕрки пур. Кунпа тĕплĕнрех «Гарант» компани паллаштарать. АНАСТАСИЯ ЕГОРОВА: «Саккунпа килĕшӳллĕн, çынсем тӳлевсĕрех вăрмана кĕрсе хăйсене валли çырла, мăйăр, кăмпа пухма пултараççĕ. Анчах та çак пухнă çимĕçе сутсассăн ку предприниматель ĕçĕ шутланать. Апла пулсан кунта хăйĕн йĕрки пур. Çак бизнеспа ĕçлес тесен вăрман лаптăкне тара илни пирки килĕшӳ çырмалла, çулсерен вăрман декларацине памалла, çавăн пекех вăрманпа усă курнине проект тумалла». Кирлĕ хутсене хатĕрлесен çеç гражданин уйăрса панă лаптăкра кăмпа пĕçермелли, типĕтмелли е вăхăтлăх урăх хуралтă вырнаçтарма пултарать. Кунта çакна та манмалла мар – килĕшӳ тунă пулсан та уйăрса панă лаптăкра Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ кăмпапа ӳсен-тăран çитĕнсен вĕсене татма юрамасть.
Hide player controls
Hide resume playing