Myvideo

Guest

Login

Хавхалантаракан ука

Uploaded By: Myvideo
8 views
0
0 votes
0

Çулсеренех пултаруллă яш-кĕрĕме Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ятарлă стипендипе хавхалантарть. Олег Николаевăн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн çак укçана кăçал та 1000 çамрăк илсе тăрĕ. Вĕренӳре, спортра, общество пурнăçĕнче хастарлăхпа, пултарулăхпа палăракан çамрăксем республика Пуçлăхĕн стипендине илсе тăрĕç. Унăн йĕркине пĕлтĕртен çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Хавхалантаракан укçана иртнĕ çулсенче пĕрре тивĕçнĕ çамрăксем халĕ ăна тепĕр хутчен те илме пултараççĕ. Паллах, çитĕнĕвĕсем курăмлă пулсан. Хастаррисен йышĕнче пирĕн ĕçтеш, Чăваш Ен наци радиовĕн редакторĕ – Екатерина Ракчеева. Кăçал пике çак стипендине иккĕмĕш хут илме тивĕçрĕ. Катя хăйĕн кăларăмĕсенче ахаль çынсен пурнăçне сăнлать, вĕсем çинчен интереслĕ каласа пама тăрăшать. Тăрăшуллăскер Раççей культура министерстви йĕркеленĕ «Культура сăмахĕ» конкурсра та çĕнтерчĕ. ЕКАТЕРИНА РАКЧЕЕВА: «Журналист ĕçĕ вăл питĕ яваплă. Вăхăтра çынсем патне информаци те илсе çитерес килет. Уйрăмах хăвăн ĕçе юрататăн пулсассăн чуна парса эсĕ пурнăçлатăн. Йывăр тесе те каламастăп, çăмăл тесе те

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later