Хĕвел вăйлăрах хĕртни çынсене çыран хĕрринелле уттарать. Хăш чухне вара киленĕç инкекпе вĕçленет. Шел, ачасем те путаççĕ. Шыва кĕмелли тапхăр пуçланман та-ха, анчах республикăра ултă ача шыва кайнă, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ юханшывсемпе кӳлĕсенче путнă. Инкек вăхăтĕнче аслисем юнашар пулман, кӳлĕ-пĕве пурăнакан вырăнтан инçе мар, çул çитмен ачасем – пĕчĕкскерсем путнă пур тĕслĕхре те çаксем малта тăраççĕ. АЛИНА САВЕЛЬЕВА: «Çакăн пек пилĕк хăрушă тĕслĕхĕ Канаш, Козловка, тата Красноармейски районĕсенче пулса иртнĕ. Ачасем шыва кĕме юраман, ялта вырнаçнă юхан шывпа пĕвесенче путса вилнĕ. Юнашар ашшĕ-амăшесем, аслисем пулман. Икĕ çулти ача Шупашкар районĕнчен шыв пичкине ӳксе вилнĕ. Çак тĕслĕхпе Уголовлă Кодексăн 109 статйипе 1-мĕш пайĕпе ĕç пуçарнă». Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăра шыва кĕмелли тапхăр пуçланать. Çитменнине тата ачасем каникулта. Умри виçĕ уйăх хаваслă çеç мар, хăрушсăр та ирттĕр тесен пурин те асăрхануллă пулмалла. АЛИНА САВЕЛЬЕВА: «Ашшĕ-амăшне калас килет, тархасшăн, пĕчĕк ачасене урама пĕччен ан кăларăр. Вĕсене ăçта, кампа кайнине тĕпчесех тăмалла. Ачасемпе çакăн пирки калаçмалла. Вĕсен шыва кĕме юраманнине ăнлантармалла. Аслисемсĕр, ашшĕ-амăшсĕр шыва кĕрсен инкек сиксе тухасса пĕлтермелле. Ашшĕ-амăшĕн яваплăрах пулмалла. Пирĕн ачасен пурнăçĕ пирĕн алăра. Енчен те вĕсем хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçласа пымасан ашшĕ-амăшне уголовлă майпа явап тыттарма пулать». Инкек пулнине курсан вара пулăшу чĕнме манмалла мар, 101 е 112 номерсемпе шăнкăравламалла.
Hide player controls
Hide resume playing