Асӑрхаттарсах тӑрсан та шыв ҫинче инкексем ҫав-ҫавах пулаҫҫӗ. Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрлере тата Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче икӗ арҫын путса вилнӗ. Вӗсем ирӗк паман вырӑнта ӳсӗрле шыва кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ятарласа хатӗрленӗ пляжсенче те асӑрхануллӑ пулмалла. Инкек ан тухтӑр тесе чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинчи специалистсем тӑтӑшах рейдсем ирттереҫҫӗ.
Hide player controls
Hide resume playing