Myvideo

Guest

Login

Национальное телевидение Чувашии Вр нушине чннипех тснисем

Uploaded By: Myvideo
1 view
0
0 votes
0

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 77 çул çитрĕ. Ахăрсамана нушине тӳснисем вара ăна нихăçан та манаймаççĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Зинаида Элеменкина та вĕсен шутĕнче. Етĕрне районĕнче Советски ялĕнче çуралнă, халĕ Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Зинаида Элеменкина сарăхнă сăн ӳкерчĕксене питĕ типтерлĕ упрать. Урăхла пулма та пултараймасть. Вĕсенче ачалăх çулĕсем, çывăх çыннисем сăнланнă. Ӳкерчĕке алла илсенех асаилӳ çăмхи сӳтĕлме пуçлать. Зинаида Максимовна вăрçă çулĕсене ашшĕ-амăшĕпех ирттерет. Кил хуçи ватă пулнипе ăна çапăçу хирне ăсатмаççĕ. Анчах 12 çулхи хĕрача тертне пурин пекех хăй çинче туять. Вăрçă мĕн тери нуша кăтартма пултарассине малтанах ăнланманнине калать шурă çӳçлĕ ветеран. ЗИНАИДА ЭЛЕМЕНКИНА: «Ача пулнă. 4-мĕш класс пĕтернĕскер. Лагерьте эпир ун чухне. Пионервожатăйсем вăрçă тухнă тесе калаççĕ. Пирĕншĕн тем-ха вăл. Вăрмана илсе кайрĕç пире. Каçхине выртса çывăртăмăр». Çакăнтан вара синкерлĕ кунсем пуçланнине палăртать вăл. 4-мĕш класрах алла çава тытса утă хатĕрлме каять. Тăхăнмалли çукки пир тĕртме вĕрентет. ЗИНАИДА ЭЛЕМЕНКИНА: «Пир тĕртетпĕр. Ĕçĕ нумай. Аттепе вĕçех тăватпăр“. Чи хăрушши - амăшĕсĕр тăрса юлни. Хĕлĕпех фронта тырă леçме çӳренĕскер, вăл чирлесе, хĕне кайса вилет. Хĕрарам ĕçĕсем пĕчĕк Зинаида хулпуççийĕ çине тиенеççĕ. Ирех тăрса кăмака хутса йăмăкĕсене апат çитернине, çавна май шкула пĕрре мар кая юлнине, çакăншăн вĕрентекен вăрçнине манмасть ветеран. ЗИНАИДА ЭЛЕМЕНКИНА: «Лартăм та урокĕпех макăртăм. Тек вара мана вĕрентекен вăрçмарĕ. Ăнланчĕ пуль йывăр пурнăçпа пурăннине». Вăрçă вăхăтĕнче «Белка» лашапа фронт валли çимĕç турттарнине, çиме çăкăр пулманнине те пăлханса аса илет Зинаида Максимовна. ЗИНАИДА ЭЛЕМЕНКИНА: «Ир пуçласа каçчен улма пĕçеретпĕр. Çăкăр çук. Кайран крахмал пухма каятпăр. Çăрса лепешка тăваттăмăрччĕ». Темле йывăр пулсан та, вĕренме тăрăшнă. Зинаида Элеменкина вĕрентекен пулнинче ашшĕн тӳпи пур. ЗИНАИДА ЭЛЕМЕНКИНА: «Кайрăм эпĕ Шупашкара, текстильный техникума заявлени патăм. Киле килтĕм те мана атте: «Эсĕ каялла килместен, кай, вĕрентекене заявлени пар, - тет». Çакăнта вăл хăйĕн юратăвне тĕл пулать. Валериан Ивановичпа вĕсем 38 çул шăкăлтатса пурăнаççĕ. НИНА РОМАНОВА: «Валериан Иванович питĕ вашават пулнă. Зинаида Максимовна тирпейлĕ хĕрарăм. Мăнукĕсмшĕн вăл асанне те, анне вырăнне те. Вĕсене тулли пурнăçпа пăхса усрать». Зинаида Элеменкина хăй тертлĕ пурăннипех мăнукĕсем унăн шăпине ан туйччăр тесе тăрăшать. Паян пурнăçпа киленсе çеç пурăнмаллине калать вăл. ЗИНАИДА ЭЛЕМЕНКИНА: «Пенси вăхăтра параççĕ. Çиме çăкăр пур. Пурăнма пулать. Вăрçă ан тухтăр анчах».

Share with your friends

Link:

Embed:

Video Size:

Custom size:

x

Add to Playlist:

Favorites
My Playlist
Watch Later