Чăваш халăх юрри 1. Шӑпӑр-шӑпӑр ҫумӑр ҫӑвать, Кантӑк хупписем ҫине. Ҫумӑр мар вӑл — пуля ҫӑвать Аслӑ вӑрҫӑ хирӗнче. 2. Аттине тӑхӑнчӗ пуль те Винтовкине ҫакрӗ пуль, “Сыв пул, савни!“ - терӗ пуль те Вӑрҫа кӗрсе кайрӗ пуль. 3. Ах, мӗн таран самани. Мӗншӗн ҫапла тухрӗ-ши? Пирӗн савнӑ мӑшӑрсем те Фронтра пуҫне хучӗҫ-ши 4. Кӗтеп, кӗтеп чун савнине Хам хура ҫӗр пуличчен. Военкомат стелӗ ҫине Вилнӗ хучӗ киличчен
Hide player controls
Hide resume playing